Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье династийĕ

07 марта 2012 г.

Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ Мулендеевасем. Виçĕ пĕр тăван – пурте аслă пĕлÿллĕ педагогсем.

Асли – Елена Валерьевна Шамеева – Шăмăршăри вăтам шкулта кĕçĕн классен вĕрентекенĕ. Унăн ĕç стажĕ – 25 çул. Вăталăххи – Ирина Валерьевна Гладкова – Виçпÿрт Шăмăршăри тулли мар вăтам шкулта географипе истори учителĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ, шкула реорганизациленĕ хыççăн, унти пуçламăш шкулпа ача садĕнче воспитательте тăрăшать. Унăн та педагог стажĕ 25 çул. Кĕçĕнни – Марина Валерьевна Абсалямова – Шăмăршăри вăтам шкулти 3 "а" класс учителĕ. Унăн ĕç стажĕ 18 çулпа танлашать.

Çемье династийĕ, паллах, аслисенчен пуçланса кайнă. Лена пĕчĕк чухнех хăйĕнчен кĕçĕнрех ачасене юратнă: выляттарнă, йăпатнă, пулăшнă. Çакă ашшĕпе пĕр тăван тетĕшне - завуча тата географи учительне Василий Туктаклович Мулендеева, питех те килĕшнĕ, хăйĕн пуян ĕç опытне шăллĕн ачисене парса хăварасшăн пулнă. Çапла Лена пĕчĕкренпех учитель пулас ĕмĕтпе пурăннă. Шкул пĕтерсен, кĕçĕн класра ĕçлекен учитель специальноçне суйласа илсе, Канашри педагогика училищинче тата Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ăс пухать.

Аппăшне кура йăмăкĕсем те пурнăçне шкулпа çыхăнтараççĕ. Ирина Ульяновскри педагогика институтне пĕтерсе географи учителĕ пулса тăрать. Хальхи вăхăтра иккĕмĕш диплом илес тĕллевпе куçăмсăр майпа педагогика университетĕнче вĕренет. Марина, аслă аппăшĕ пекех, Канашра тата Шупашкарта вĕреннĕ – икĕ дипломлă вĕрентекен.

Кашниех мăшăрланнă, икĕ е виçĕ ача амăшĕ. Ĕçре те, çемьере те вĕсем шанчăклă юлташсем, çемье вучахĕн сÿнми ăшшийĕ.

Мĕнпе илĕртеççĕ-ха тата вĕсем; Çепĕç кăмăлĕпе, савăк чунĕпе, темле самантра та хăйсене лăпкă та сăпай тытма пĕлнипе. Хăшĕ те пулсан пусăрăнчăк кăмăлпа çÿренине е кам çинчен те пулин япăх каланине нихăçан та ас тумастăп.

Вĕсен пурнăçри вĕрентекенĕ – амăшĕ, Александра Константиновна. Ĕçчен те ырă кăмăллă Шура аппа кашни çыннах тарават, пурне те пулăшма хатĕр. "Пирĕн анне – халăхран тухнă чăн-чăн педагог. Вăл пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх", – теççĕ унăн хĕрĕсем. Кÿршĕллĕ ялсенче пурăнаканскерсем, вĕсем час-часах тăван киле пуçтарăнаççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса, савăк юрăсем юрласа киленеççĕ. Пĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăнаççĕ.

Виçĕ учитель амăшне тата унăн сăнĕпе те, чунĕпе те чипер педагог-хĕрĕсене çывхарса килекен Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлас, ырлăх-сывлăх сунас килет.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика