Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр-шыв историне манмалла мар

02 марта 2012 г.

ФевралĔн 9-мĕшĕнче Граждан вăрçин легендарлă геройĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Çак куна Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкулта та анлăн паллă турĕç. Учительсем тăрăшнипе, ачасене пĕлме интереслĕ стенд хатĕрлерĕç. Ачасем В.И. Чапаев çинчен çырнă кĕске калавсене вуласа конференци ирттерчĕç. Шăпах çак кун шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулчĕ. Легендарлă командир, чăваш халăхĕн юратнă геройĕ çинчен Л.Н. Смирнова тĕплĕн каласа пачĕ. Итлекенсене уйрăмах Чапаевăн мăнукĕсем ачисемпе час-часах Шупашкара килсе çÿрени савăнтарчĕ.

Пирĕн хамăр Тăван çĕр-шыв историне манмалла мар. Шел те, шкул кĕнекисенче Чапаев çинчен çырнă пĕр калав та çук. Аслă вăрçă геройĕсем çинчен çырнă йĕркесем те курăнмаççĕ. Анчах та çак сăнарсене пирĕн ачасем патне илсе çитермелле, вĕсен чунĕсенче Тăван çĕр-шыва юратас, уншăн ырă ĕçсем тăвас туйăм çуратмалла.

Виçпÿрт Шăмăршă ачисем Сталинград паттăрĕн, чăвашсен паллă поэчĕн В.В.Бараев-Сĕрккен кун-çулĕпе те интересленеççĕ, шкулта унăн пурнăçĕпе паллашатаракан пуян материал упранать. Ачасем халăх писателĕн Илпек Микулайĕн тăванĕсемпе те çыхăну тытаççĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика