Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Десантник

22 февраля 2012 г.

Салтакра пулнă каччă çартан чăн-чăн арçын пулса таврăнать, теççĕ. Çакна хирĕçлесе калама нимĕнле сăлтав та çук. Шăпах паттăрлăх туйăмне, çар дисциплинине ăша хываççĕ унта яшсем, кайран çакă кулленхи пурнăçра та кирлĕ пулать.

Чи сумлă çарсен тĕсĕсенчен пĕри вăл – Сывлăш десанчĕсен çарĕ. Кунта хĕсметре тăма хастаррисене, пултаруллисене, спортпа туслисене çеç илеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ала витĕр кăларнă пекех, тĕплĕн суйлаççĕ. Паллах, десантник пулас текенсем сахал мар, анчах унта пурте çакланаймаççĕ. Виçпÿрт Шăмăршăра çуралнă, кунти улăх-çаран, çырма-çатра тăрăх чупса-выляса ÿснĕ Владимир Тимофеев шкулта вĕреннĕ чухнех салтак ретне тăрассинчен пăрăнса юлмастăпах тесе тĕв тунă. Хăйне вăл чăн-чăн салтак пулма хатĕрленĕ, спортпа туслашнă. Сывлăхлă та тĕреклĕ каччă кăна çĕр-шыв сыхлавçи пулма пултарнине лайăх ăнланнă вăл. Тĕслĕх вырăнне унăн тетĕшĕ Алексей те пулнă. Алеша çара кайма ят тухсан тăван-хурăнташĕпе сыв пуллашнă та салтак тумне тăхăннă, Инçет хĕвел тухăçĕнче çĕр-шыв умĕнчи арçын тивĕçне пурнăçланă. (Паян А.Тимофеев – ял хуçалăх академийĕн студенчĕ). Паллах, тетĕшĕн çитĕнĕвĕсем Володьăна савăнтармасăр тăма пултарайман. Унăн вăрттăн ĕмĕчĕ те çуралнă: епле те пулсан Сывлăш десанчĕсен çарĕнче хĕсметре тăрасси.

В.Тимофеев шкултан лайăх вĕренсе тухсан ял хуçалăх академийĕнчи инженери факультетне çул тытнă. Пултаруллă каччă кунта та тăрăшулăхпа палăрнă. Çав вăхăтрах хулари аэроклуба çÿренĕ, парашютпа сикме хăнăхнă. Володя çара кайичченех тăватă хутчен парашютпа сикнĕ.

Хаваслă студент çулĕсем сисĕнмесĕрех иртнĕ. Володя вĕренсе пĕтернĕ, анчах алла хĕрлĕ диплом илсе ĕлкĕреймен, салтак тумне тăхăнма вăхăт çитнĕ. Çар комиссариатĕнче ăна Сывлăш десанчĕсен çарне ярассине пĕлтерсен унран савăнăçлă çын та пулман пулĕ çĕр çинче. Тинех унăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ. Халĕ Владимир Тимофеев Омск хулинче хĕсметре тăрать, вăл – десантник. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе амăшне, тетĕшне, тăванĕсене савăнтарать. Уншăн халь парашютпа сикесси, тĕрлĕ чăрмавсем урлă каçасси нимĕн те мар.

Тимофеевсем пурте спортпа туслă. Вĕсем çемйипех шахматла выляма кăмăллаççĕ. Шел, çемье пуçĕ – Валерий – вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, вăл ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнаймарĕ.

Владимир Тимофеева кÿршĕ-арши те хисеплет, юратать. Вăл, май килнĕ таран, пурне те пулăшма тăрăшать. Нимĕнле ĕçрен те хăраса, ÿркенсе тăмасть.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика