Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ сумлă ял çинче

25 февраля 2012 г.

Пархатарлă та тулăх Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çын пурăнать. Вăл – Анатолий Александрович Семенов. Ыран шăпах 80 çул тултарать. Ун çине пăхсан, вăл çак çула çитнĕ тесе никам та калаймасть, кĕлеткипе те вăр-вар, чунĕпе те çирĕп-ха Толя тете. Паянхи кунчченех вăл хăй мĕн ачаран ĕçлесе ÿснĕ ялти коллективлă хуçалăх ĕçĕнчен уйрăлман. Кашни кун тенĕ пекех утать ĕçе, мĕн вăй çитнĕ таран хуçалăха пулăшма тăрăшать. Ăçта юсамалла, кантăк лартмалла, пăяв-вĕрен явмалла, хăмăт-пĕккине тирпейлемелле – ун алли çитмен вырăн çук. Тата вăл кунта пур виçев ĕçĕсене те туса тăрать. Çуркуннепе кĕрхи ĕççи вăхăтĕнче килне те çывăрма çеç каять теççĕ ун пирки йĕтем çинче ĕçлекенсем.

Пурнăçĕ çăмăл пулман Толя тетен, темле йывăрлăха та тÿссе ирттерме тивнĕ ун. Чи йывăр вăхăтсем – выçăллă-тутăллă ирттернĕ вăрçă тата вăрçă хыççăнхи çулсем. Вăрçă пуçлансанах ашшĕне фронта илсе кайнă, тепĕр çулах вара ун вилнĕ хучĕ çемьене хуçмаллипех хуçса хăварнă. 5 ачана ура çине тăратма Елинкка аппана çăмăл пулман. Мĕнле йывăр пулсан та, ачисене вăл хăй пекех ырă кăмăллă, хăй пекех ĕçчен те пултаруллă пулма вĕрентнĕ. Йăмăкĕпе шăллĕсемшĕн Толя тете ашшĕ вырăнĕнчех пулнă тесен те йăнăш пулмасть. Çуртри мĕн-пур арçын ĕçĕ ун çине тиеннĕ. Çав вăхăтрах колхоз ĕçĕнчен те пĕр кун та юлман çула çитмен çамрăк ача. Эпир те, унран кĕçĕнреххисем, ака-суха тума, лаша кÿлсе çÿреме тата ытти ял хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмпех тенĕ пек Толя тетерен вĕреннĕ.

1959 çулта темиçе яла пĕрлештерсе тăракан "Правда" хуçалăхри ферма пуçлăхĕн ĕçне шанса пачĕç Анатолий Александровича. Малтанхи çулах çитĕнÿ тума пултарнă çамрăк пуçлăх. Вăл ертсе пыракан ферма хуçалăхĕ сĕт сăвассипе, аш-какай туса илессипе яланах малтисен ретĕнче пынă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн Анатолий Александрович темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе медальсем илме тивĕçнĕ. Хăй каланă тăрăх, чи хакли вара уншăн – "Хисеп Палли" орден. Ăна ĕçре çитĕнÿсем тума яланах çывăх юлташĕсем, савнă мăшăрĕ Нина Ивановна, ларма-тăма пĕлмен шăллĕсем тата амăшĕ пулăшса, хавхалантарса тăнă.

Хăйĕн пурнăçне пĕрре те ÿпкелемест Толя тете, вăл яланах хаваслă, шÿтлеме юратать. Паянхи кун та утса мар, чупса çÿрет вăл. Пур çĕре те ĕлкĕрет, килти хуçалăхра та, кÿршисене те савăнсах пулăшма тăрăшать. Ун алли тивмен чÿрече çук та пуль Виçпÿрт ялĕнче. Хамăр ялта çеç мар, таврари ялсене те чĕнеççĕ ăна чÿрече кантăкĕсене лартма. Çăвĕпе мĕн чухлĕ çава туптамасть-ши тата, кам валли кăна вĕрен-пăяв таврашне явса паман-ши вăл – пурне те шутласа пĕтерес те çук.

Çемьере вăл савнă мăшăр, лайăх атте, ырă асатте. Нина Ивановнăпа вĕсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ вĕсем кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ, савăнсах мăнуксене тĕрĕс воспитани пама пулăшаççĕ.

Çирĕп сывлăх сунатпăр сана, юратнă Толя тете, ĕмĕрÿ вăрăм пултăр!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика