08 февраля 2012 г.
Виçпÿрт Шăмăршăри ача садĕнчи воспитательсем пĕчĕккисене çутçанталăка, чĕрчунсене, кайăк-кĕшĕке юратма вĕрентеççĕ. Кайăк-кĕшĕке шартлама сивĕ хĕл кунĕсенче уйрăмах йывăр килнине, вĕсене апат тупма кансĕррине лайăх ăнланаççĕ ачасем. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çак кунсенче кормушкăсем туса хатĕрлерĕç, ача сачĕн площадкинчи йывăçсем çине çакса тухрĕç. Воспитательсем ертсе пынипе пĕчĕккисем кормушкăсем çине кĕрпе, çăкăр татăкĕсем, сало хучĕç, кайăксене чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕç. Часах кормушкăсем çине кăсăясем, уйăпсем тата çерçисем вĕçсе килсе ларчĕç, хатĕр апата кăмăллăн сăхса çиме пуçларĕç. Çак хитре ÿкерчĕке ачасем тимлĕн сăнаса тăчĕç, хăйсем ырă ĕç тунăшăн чунтан савăнчĕç.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"