Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ху ĕçлеме ÿркенсен, Турă телей парас çук...

08 февраля 2012 г.

ПУЯНКАССИНЧИ Калашниковсен ĕçчен те туслă çемйине аван пĕлетĕп. Вĕсен килти хушма хуçалăхĕ – районта чи лайăххисенчен пĕри. Уйрăмах сысна ĕрчетес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлеççĕ Бориспа Антонина Калашниковсем. Çулла çак выльăх йышĕ 100 пуçран та иртет. Хальхи вăхăтра 12 пуç сысна ами, 1 пуç сысна аçи, 30 пуç сысна çури усраççĕ, ĕни те ăратлăскер. Сысна амисене çăвăрлаттарса çулленех сахал мар тупăш кураççĕ.

Иртнĕ çул вара Борисăн мăшăрĕ – Антонина – хăй ячĕпе фермер хуçалăхĕ йĕркелеме тĕллев тытнă. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра, хăйĕн ĕçне йĕркелесе ярас шутпа, бизнес-план хатĕрлесе панă.

Унăн шухăшне центр специалисчĕсем ырласа йышăннă, бизнес-плана лайăх тесе хакланă. Çапла вара 2011 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче Пуянкассинче çĕнĕ хресчен (фермер) хуçалăхĕ "çуралнă".

– Антонина Анатольевнăна хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма патшалăх 58 800 тенкĕ субсиди уйăрса пачĕ, – каласа парать Шăмăршă районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Сергей Кузьмин. – Вăл мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетсе аш-какай туса илесшĕн, малашне çак продукципе рынока пуянлатас ĕмĕтлĕ.

Хальлĕхе фермер 5 пуç çамрăк вăкăр самăртать, вĕсем валли утă-улăм, тырă фуражĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Пыра-киле мăйракаллă шултра выльăхсен йышне ÿстерсех пырасшăн.

Калашниковсем пек ĕçчен те пуçаруллă çынсем районта сахал мар. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев канашлусенче Кивĕ Чукалти Головинсенчен, Çĕнĕ Чукалти Нефедовсенчен, Çĕнĕ Тăрăнти Никифоровсенчен, Энтĕрьелĕнчи Шигаревсенчен, Виçпÿрт Шăмăршăри Кузьминсенчен, Карапай Шăмăршăри Захаровсенчен, Асанкассинчи Ишмуллинсенчен тата ытти харсăр çынсенчен тĕслĕх илме сĕнет. Вĕсем выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал йышлă ĕрчетсе хăйсем валли çеç мар, сутмалăх та продукци нумай туса илеççĕ.

Çав вăхăтрах пăшăрхантаракан тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Акă район администрацийĕн пуçлăхĕ патне пĕр ялти çамрăк арçынпа хĕрарăм пынă, ялта ĕç çук тесе ÿпкелешеççĕ. Арçынни – тытсан тимĕр авма пултаракан вăй питтискер, хĕрарăмĕ пирки те вырăссем "кровь с молоком" тенĕ пулĕччĕç.

– Çĕр илĕр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, фермер хуçалăхĕ йĕркелĕр. Сире пулăшăпăр, – тет район администрацийĕн пуçлăхĕ.

– Çĕр çинче нушаланас килмест, выльăх усраймастпăр, фермер вара нихăçан та пуяймасть, – тÿрре тухасшăн ĕç ыйтма килнисем.

Кун пек чухне мĕн калайăн-ха; Мĕнле сĕнÿ парайăн ĕçлес темен çынсене;

"Ялта ĕçсĕрлĕх пулмалла мар", – яланах çак шухăша палăртса калать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа тĕл пулнă чух.

Чăваш Енре те, хамăр районта та харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе ярас текенсене хапăл тăваççĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх лавне "кÿлĕннисен" – хальлĕхе вĕсем районта 460-ăн – йышне ÿстерме тĕллев лартнă. Мускава е çичĕ юта кайса нушаланиччен, çамрăксене хамăр районтах хăйсен ĕçне йĕркелесе яма пулăшасшăн.

"Кам ĕçлемест – çав çимест", – тенĕ ĕлĕкех ватăсем. Çак чăнлăха никамăн та манма юрамасть. Паян патшалăх пулăшассине çеç шанса пурăнмалла мар, хамăр тăрăшса, вăй хурса пурнăçа йĕркелесе ямалла.

Çĕр-шывра фермер (хресчен) хуçалăхне аталантармалли проект старта тухрĕ. Правительство хресчене пулăшма шантарни ял çыннине хавхалантарма тивĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика