Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаша пурри – çемьешĕн пулăшу

01 февраля 2012 г.

ЯЛ çынни ĕлĕкренех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, ака-суха туса пурăннă. Çак ырă пуçару халĕ те аталанса пырать. Юлашки çулсенче ĕне – вăкăр, сурăх, сысна тытнисĕр пуçне лаша усракансем те тĕл пулаççĕ. Урхамах кил-çурт таврашĕнче, пахчара ĕç тунă чухне те нумай пулăшу парать.

Кахăрлă Шăхаль ялĕнчи Афанасьевсем выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнма хăнăхман. Анатолийпе Галина лаша, ĕне, сысна, чăх-чĕп усраççĕ. Ĕçчен çемье хушма хуçалăх тытмасăр пурăнма çăмăл маррине лайăх ăнланать. Нумай-и, сахал-и – пурпĕрех сутнă сĕтрен, аш-какайран çемье бюджетне укçа-тенкĕ пухăнать. Лаша хăйсене те, ялти çынсене те пысăк пулăшу кÿрет: çĕр улми лартмалла, йăрансене кăпкалатмалла, утă-улăм турттарса килмелле т. ыт. те.

Афанасьевсен ачисем те ĕçчен те пултаруллă. Пĕри те килте алă усса лармасть. Ывăлĕсене илес пулсан, асли тĕрлĕ регионсене ĕçлеме çÿрет, иккĕмĕшĕ Г.Макаровăн фермер хуçалăхĕнче вăй хурать, кĕçĕнни – салтакра.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика