Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хакли – ял-йыш хисепĕ

25 января 2012 г.

Аслă Отечествăлла вăрçă пуçланнă чух Луиза пилĕк çула кăна кайнă пулнă. 1941 çулхи август уйăхĕнче унăн ашшĕ те фронта тухса кайнă.

– Хĕрĕм, пысăк пул, аçуна кĕт! – тенĕ вăл, çемйипе сыв пуллашнă чух.

Шел, хĕр ача ашшĕне кĕтсе илеймен, паттăр салтак – Николай Яковлевич Яковлев – фронтра пуç хунă.

Виçпÿрт Шăмăршăра 1937 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ Луиза Николевна Падиарова – паллă ентешĕмĕрĕн, СССР халăх артисчĕн Валерий Яковлевăн тăван аппăшĕ.

Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕрĕн малалла вĕренме май килмен. Вăхăчĕ те çапларах пулнă ĕнтĕ ун чух. Ирĕксĕрех колхозра ĕçлеме тытăнма тивнĕ. Мĕнле кăна ĕç тиенмен-ши черченке хĕр ача хул пуççийĕсем çине: вăрман та турттарнă, çур акипе вырма вăхăтĕнче канăç мĕнне пĕлмен. Пĕр чун та ĕçлемесĕр иртмен темелле. Пыра-киле Катя аппăшĕпе Валерий шăллĕ вĕренме кайма май тупнă. Малалла унăн вĕсемшĕн те ĕçлеме тивнĕ.

Вăхăт – малаллах, ăна тытса чараймăн. Хĕр шутне кĕрсен Луизăна ялти ĕçчен йĕкĕт Павел Падиаров куç хывнă, юратса пăрахнă. Вăхăтлăх киленÿ çеç пулман çакă – кĕçех ялта çĕнĕ çемье çаврăннă. Пĕр-пĕрне юратакан мăшăр халĕ те килĕштерсе пурăнать. Вĕсем – çамрăксемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх.

Ахаль колхозница çеç пулнă Луиза Николаевна, апла пулин те пур ĕçре те хăйĕн тăрăшулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă, пуриншĕн те ырă тĕслĕх шутланнă. Унăн сăн ÿкерчĕкĕ колхозри Хисеп хăми çинчен кайман та темелле. Тĕрлĕрен грамотăсем мĕн чухлĕ-ши унăн, тĕрлĕ парнесем тата; Уншăн чи хакли вĕсем мар – ял-йыш хисепĕ, çынсем сума суни. Ĕç ветеранĕ паян та, хыçа 75 çул хăварсан та, чунĕпе ватăлма шутламасть-ха. Сăмах май, кăçал Луиза Николаевнăпа Павел Андреевич Падиаровсем пĕрлешнĕренпе те 55 çул çитет. Телейлĕ мăшăр пилĕк ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсен савăнăçĕ – куç тулли мăнукĕсем.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика