Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă хĕр

18 января 2012 г.

ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕсем хушшинче пирĕн районти пултаруллă та пуçаруллă çамрăксем пурри çинчен эпир хаçатра асăннăччĕ ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри – Наталья Богатнова.

Наташа Пуянкасси ялĕнче çуралнă, кунтах шкул пĕтернĕ. Алла аттестат илсен Канашри финанспа экономика колледжне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă хĕр малалла пĕлÿ илес тесе Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн "Бухгалтер учечĕ, анализ, аудит" уйрăмĕнче ăс пухать. Н.Богатнова райадминистрацин финанс пайĕнче ĕçлеме пуçлать. Çак пайра ĕçленĕ май вăл ÿсĕм карлашкипе çÿлелле хăпарса пырать. Пĕрремĕш категориллĕ специалистран тытăнса финанс пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ таран ÿсет. Коллективра Наташа ырă ята тивĕçнĕ, унăн ĕçĕпе пай пуçлăхĕ те, ĕçтешĕсем те кăмăллă. Маттур хĕр хăйне шанса панă ĕçе яланах вăхăтра тата тĕплĕн пурнăçлать.

Наталья Богатнова обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Вăл Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор ушкăнне юрлама çÿрет. Кунта вăл чи çамрăкки, аслăраххисенчен вĕренсе пырса чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-ташшине вĕренсе пырать. Çавăн пекех Наташа Пуянкасси ял поселенийĕн çамрăксен канашĕн ертÿçи. Вăл тăрăшулăхпа пуçарулăх кăтартнăран Шупашкарта иртнĕ республикăри çамрăксен канашĕсен тупăшăвне хутшăнса вĕсем виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Çамрăксен професси ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе районта ирттернĕ "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалист-2011" конкурсра "Патшалăх сферинчи чи лайăх активист-общественник" ята та тивĕçнĕ.

Шкул пĕтернĕ хĕрсемпе каччăсем тăван ялтан уйрăлса хулара тымар яма тăрăшаççĕ. Н.Богатнова вара çуралнă кĕтесрен уйрăлма шутламан. Ăна кунта кайăкĕ те илемлĕрех юрланăн, курăкĕ те ешĕлреххĕн, сывлăшĕ те уççăнраххăн туйăнать.

Хĕр спортпа та туслă. Ăна тăтăшах ăмăртусенче курма пулать. Республикăра иртекен тĕрлĕ вăйă-конкурссене те хутшăнать Наташа, начар мар результатсем кăтартать. Ял-йыш та хаваслă та ырă кăмăллă пикене кăмăллать, унăн ĕçĕпе мухтанать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика