12 ноября 2011 г.
ИРТНĔ эрнере, район администрацийĕ йĕркеленипе, Шăмăршăра ял хуçалăхĕн кĕрхи ярмăркки ĕçлерĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем хăйсем çитĕнтернĕ тата туса илнĕ продукцие сутрĕç. Уйрăмах тырă, çăнăх, купăста, тислĕк туянакансем нумайăн пулчĕç. – Çакăн пек ярмăрккасем йĕркелени халăхшăн питĕ лайăх, – терĕç район центрĕнче пурăнакансем тулли кăмăлпа. – Уйрăмах Кахăрлă Шăхалĕнчи Геннадий Макаров фермера тав тумалла. Купăстисем мĕнле чаплă! Хакĕ те пысăк мар – килограмне 4 тенкĕпе çеç сутать. «Мир» ЗАО тиесе килнĕ çĕрнĕ тислĕке те çийĕнчех туянчĕç. Ытларах илсе килнĕ пулсан та сутăнатчĕ. Аш-какай ыйтакансем те пурччĕ, темшĕн хуçалăхсем ярмăрккана çак продукта илсе тухман. Çавăн пекех пыл туянас шухăшпа тухнисем те кăмăлĕсене тивĕçтереймерĕç. Баскакпа Улмаллă тăрăхĕнчи утарçăсем тепĕр çул ярмăрккана хутшăнасса кĕтетпĕр. Кăçал вĕсем пыл нумай илнĕ, сутсан укçа ĕçлесе тăватчĕç. Сутакана – – тупăш, туянакана – савăнăç пултăрччĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"