Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыслă тивĕçе пурнăçламаллах!

26 октября 2011 г.

 

ШЕЛ, ырă улшăнусем пур пулин те хăшĕ-пĕри çара каясшăн мар. Çапах та республикăра юлашки çулсенче "таркăнсен" шучĕ майĕпен чакса пырать. Çара каяссинчен пăрăнса юлас текенсемпе кĕрешмелли мерăсене çирĕплетни те витĕм кÿрет пулмалла. 2011 çулта çурхи призыв вăхăтĕнче 81 çамрăк салтак атти тăхăнас темен. Çавна май уголовлă ĕçсем пуçарнă, вĕсенчен 19-шĕ тĕлĕшпе суд йышăну тунă та ĕнтĕ: пĕрисен 80-100 пин тенкĕ штраф тÿлемелле, теприсене условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă, виççĕмĕшĕсене колони-поселение ăсатнă. Айăплава пурнăçа кĕртнĕ хыççăн çак йĕкĕтсене пур пĕрех çара илсе каяççĕ. Сăмах май, Çар комиссариатĕнче вăй хуракансем каланă тăрăх – салтак пăттине çиес мар текенсенчен чылайăшĕн тĕрлĕ сăлтава пула отсрочкăпа усă курма ирĕк пур, анчах вĕсем саккунри çĕнĕлĕхсене пĕлменрен е шикленнĕрен пытанса пурăнаççĕ. Ĕлĕк çарта пулман каччăсене чăн-чăн арçын вырăнне хуман, вĕсемпе хĕрсем те туслашас темен. Хальхи вăхăтра вара ĕçе вырнаçас текен каччă салтакра пулнипе е пулманнипе кăсăкланакан пуçлăхсен шучĕ ÿсет. Йĕкĕт çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçламан тăк вĕсен ыйту çуралать: çак каччă е чирлĕ, е патшалăха улталама май тупнă. Çакна пулах ертÿçĕсем хĕсметре пулнă яшсене çеç ĕçе илме тăрăшаççĕ. "Çарта пуласси – хисеплĕ тивĕç. Çак ирĕкпе кашни çынах усă кураймасть", - тенĕ РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсен Генеральнăй штабĕн йĕркелÿпе мобилизаци Тĕп управленийĕн призыв направленийĕн пуçлăхĕ Алексей Князев. Унпа пурте килĕшеççĕ пулĕ тетпĕр

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика