Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕр сысна усрасан хăнана çÿреймĕн»

19 марта 2009 г.

Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ялĕнче пурăнакан Татьянăпа Борис Калашниковсем хĕлле 100 пуç сысна усранине пĕлсен вĕсене хамăр кайса курас терĕмĕр. Акă Виçпÿрт Шăмăршă ялне хыçа хăварса Пуянкассине çитрĕмĕр. “Калашниковсем ăçта пурăнаççĕ?” - тесен пире ăсатсах яма пулчĕç. Пултаруллă та ĕçченскерсене хисеплени тÿрех палăрчĕ. Кил хуçисем пире ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. Татьяна Анатольевнăпа Борис Васильевич килти фермăри ĕç-пуçа тин кăна тирпейлесе кĕнĕ-мĕн. Пиллĕкри Дениспа асламăшĕ Евгения Ивановна та килтехчĕ. “Эпир кăна мар, ялĕпех ĕçчен çын пурăнать кунта. Ĕне, сысна, лаша, хур-кăвакал, вĕлле хурчĕ тытакан питĕ йышлă. Александрпа Андрей Андреевсем, Антоновсем те сысна нумай усраççĕ. Макаровсен, ав, картиш тулли ĕне. Кунсăр пуçне çĕр ĕçĕпе ĕçлекен те, фермер та чылай. Кашнийĕ пирки тĕрленчĕк хайлама пулать”, - шÿтлерĕ Борис Васильевич пире мĕн интереслентернине пĕлсен.

Алла-аллăн ĕç ÿсĕнет

Калашниковсем 1990 çултах сысна усрама пуçланă. Маларах 3-4 пуç пулнă, каярах вунна çитернĕ. Çапла майĕпен выльăх шутне ÿстерсе пынă.

“Пурнăç ирĕксĕрех выльăх-чĕрлĕх ытларах тытма хистет ял çыннине. Вырăнти хуçалăх саланчĕ. Вăй питтисемшĕн ĕç вырăнĕ сахалланчĕ. Çав вăхăтрах ял çыннин кил-çурт çавăрмалла, ачасене çитĕнтермелле. 2006 çулта килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран 300 пин тенкĕ кредит илтĕмĕр. Унпа кил-çурта, витесене çĕнетрĕмĕр, сысна çурисем туянтăмăр”, - каласа парать Борис Калашников.

Борис Васильевич маларах тăван колхозра уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Хĕллехи вăхăтра ялти клубра кочегарта вăй хунă. Татьяна Васильевна ялти шкулта техничкăра тăрăшнă. Пĕлтĕр килти хуçалăхра ĕçлесе ĕлкĕрейместĕп тесе пăрахнă. Сысна амисем çăвăрласан уйрăмах ĕç нумай-мĕн килте. Калашниковсем 2 ĕне, çуллахи вăхăтра чăх-чĕп, хур-кăвакал та усраççĕ. “Сыснасем çăвăрласан çурасене сĕт кирлĕ. Çавăнпа ĕнине те иккех тытас терĕмĕр”, - калаçăва хутшăнать кил хуçи хĕрарăмĕ. Сăмах май, Калашниковсен пĕр ĕни çак кунсенче пăруланă. Иккĕмĕшĕ те хатĕрленет.

Паллах, çавăн чухлĕ выльăха пăхма пысăк тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăх, çемьере килĕшÿпе туслăх кирлĕ. Алла-аллăн ĕç те ÿсĕнет. Килĕштерсе пурăнаççĕ Калашниковсем. Мăшăра Борисăн пиччĕшĕ Александр Васильевич та сыснасене пăхма пулăшать. Çав вăхăтрах вăл Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕпе клубĕнче кочегарта ĕçлеме ĕлкĕрет. 78 çулти Евгения Ивановна та, ĕмĕрĕпех ялти ĕне ферминче вăй хунăскер, ĕçрен айккинче тăмасть. Çав вăхăтрах пиллĕкри мăнукне пăхма та, апат пĕçерме, чей вĕретме те вăхăт тупать. Çуллахи вăхăтра картиш тулли чăх-чĕппе хур-кăвакал “хуçи” те вăлах.

Татьянăпа Борис Калашниковсен виçĕ ача. Асли, вун улттăри Иустиния, Чĕмпĕрти финанс колледжĕнче вĕренет. Настя ялти шкулта 7-мĕш класа çÿрет. Кĕçĕнни, Денис, ача садне чупать. Хĕрĕсем ашшĕ-амăшне кил-çурта тирпейлеме, çуллахи вăхăтра пахчари ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Çемье “автан авăтсан ан çывăр”, “паян тумалли ĕçе ырана ан хăвар” тенине асрах тытать.

Ир те каç ĕç вĕрет... килти фермăра

“Çĕр хут илтиччен пĕр хут курни лайăхрах”, - тесе Калашниковсем пире сысна витисене кĕрсе курма чĕнчĕç. Унччен килти арманпа паллашрăмăр, выльăх апачĕ хатĕрлемелли кухньăна пахаларăмăр. Кунта - 300 литр шыв ăшăтмалли пысăк савăт, выльăх апачĕ хатĕрлемелли икĕ хуран. Кухньăпа юнашарах - сысна çурисене усрамалли тăпăл-тăпăл, хăтлă вите. Таса та типтерлĕ. Хăмапа çапса уйăрнă пÿлĕмсенче шурă, шурă çинче хура пăнчăллă “нăрик-нăриксем” ют çынсене курнипе пĕр вырăнтан тепĕр вырăна кĕпĕрр! тарма пикенчĕç... Эпир тепĕр витене çул тытатпăр. Кунта - сысна амисем.

“Урайне çăва тухсан улăштартăмăр. Ахаль тăмасть çав сысна”, - паллаштарать Борис Васильевич. Сысна амисен “çурчĕпе” юнашар - ĕне вити. Кунсăр пуçне пахчара - выльăхсене уçăлтармалли çуллахи лагерь. Унпа юнашар тирпейлĕн купаланă тислĕк купи. Самаях çÿллĕ вăл.

- Кун чухлĕ тислĕке ăçта хуратăр? - интересленетĕп эпĕ.

- Пахчана тăкатпăр, тăвансене, ял çыннисене паратпăр, - терĕ Татьяна Анатольевна.

- Çĕр е ытларах сысна чăн-чăн ферма вĕт. /Сăмах май, Калашниковсем сысна шутне тĕп-тĕрĕс кăтартма ыйтмарĕç, куç ÿкет терĕç/. Çуллахи вăхăтра аван мар шăрша пула кÿршĕсем кăмăлсăрланмаççĕ-и?

Т.А.: Килĕренех выльăх чылай усраççĕ те... Хальлĕхе кăмăлсăр пулнине палăртман-ха.

- Сыснан мĕнле ăратне усратăр? - улараххисем пуртан ыйтатăп.

Б.В.: Шурă йышшине. Вăл чир-чĕртен чăтăмлă. “Ландрас”, “Бекон” йышшисем ачашрах.

- Пĕр сысна амине миçе çул усратăр? Ăна çулталăкне миçе хут çăвăрлаттаратăр?

Б.В.: Амана 4-5 çул тытатпăр. Çулталăкне 2 хут - ака тата авăн уйăхĕсенче çăвăрлаттаратпăр. Хĕллехи вăхăтра та çура илес тесен витере 18 градус ăшă пулмалла.

- Пĕр сыснаран миçе çура илетĕр?

Б.В.: Шурă сысна амисен 15-16 çура тумалла. Эпир 10-12 çура илетпĕр. Пирĕн условисемшĕн лайăх ку.

- Сысна çурисене кама сутатăр?

Б.В.: Тутарстанра, Чĕмпĕр облаçĕнче сысна çури хаклăрах. 10 çула яхăн унтан пĕр çынсемех çурасене килсе туянаççĕ. Вĕсем пуш уйăхĕнчен пуçласа кĕркуннечченех килĕрен çура ыйтса çÿреççĕ.

- Мĕн хакпа илеççĕ?

Б.В.: Хакĕ тĕрлĕрен. Хăш-пĕр чухне кĕркуннене 200-300 тенке те юлать. Пĕр тапхăр 500 тенкĕ пулнăччĕ. Кăçал, телее, 1000 тенкĕрен чакмарĕ-ха.

- Самăртнă сыснасене ăçта вырнаçтаратăр?

Б.В.: Кÿршĕ республикăранах килсе илекенсем пур. Хăш чухне Канаш пасарне курттăммăн илсе кайса вырнаçтаратăп. Килти сысна какайĕ тутлă тесе Мускавранах какай илме килекенсем те пур.

- Сыснасене мĕн çитеретĕр? Паянхи фермăсенчи пек типĕ апат çине куçман-и-ха?

Т.А.: Юлашки вăхăтра эпир те сыснасене типĕ апат пама пуçларăмăр. Тырă, комбикорм, Чĕмпĕр хулинче пулă юлашки, кĕркунне вырăнти фермерсенчен вĕтĕ çĕр улми туянатпăр. Кăçал, сăмахран, ăна 6-7 тонна таран илтĕмĕр. Тыррине 20 тонна хатĕрлерĕмĕр.

- Эсир апла хăвăрах сысна пăхакан та, зоотехник те, ветврач та...

Т.А.: Çапла ĕнтĕ. Сысна амисене çăвăрласан хамах уколсем тăватăп. Сыснасене апат çине тĕрлĕ витамин хушса пама та тытăнмалла-ха.

- Ирхине миçере тăратăр? Кунне миçе сехет ĕçлетĕр?

Б.В.: Хĕлле 6 сехетре тăратпăр. Çулла ирхи 4-5 сехетренех ура çинче. Сыснасем патĕнче ир-каç икшер сехет иртет.

- Сирĕн канмалли кун та, отпуск та çук. Çавăн чухлĕ выльăха пăхма çăмăл мар-тăр...

Б.В.: Çăмăлах мар ĕнтĕ, хăнана та çын евĕрлĕ çÿрейместпĕр. Сысна амисем çăвăрласан уйрăмах канлĕх çук.

- Ĕçленине кура тупăшĕ пулать-и хăть?

Б.В.: Тупăшĕ нумаях мар, 30 процента яхăн тухать. Çакă та паха.

- Яла юлнăшăн ÿкĕнместĕр-и? Тен, хулара та ал-ура çавăрса яма пулатчĕ?

Б.В.: Çамрăк чухне çур çула яхăн Чĕмпĕрти авиаци заводĕнче ĕçлеме тÿр килнĕччĕ. Хула пурнăçĕ кăмăла килмерĕ те яла таврăнтăм. Тăван тăрăхрах аван.

“Вăкăр самăртсан мĕнле-ши?”

- Каçарăр та, хăвăр сысна какайне çиетĕр-и?

Т.А.: Паллах, кĕркунне пĕр сыснине хамăра валли чикетпĕр: ăна тĕтĕмлетпĕр, салă, шăрттан тăватпăр. Пĕр тĕрлĕ какай ан йăлăхтартăр тесе ĕне-пăру ашне те туянатпăр.

- Выльăх пăхнă чухне тĕл пулакан чи пысăк йывăрлăх...

Б.В.: Ватă сыснасене вырнаçтарасси. Сысна амисем чирлени те пăшăрхантарать. Ун пек чухне ветврача чĕнме тăрăшатпăр.

Тата... килти хуçалăхра ĕçленипе стаж пымасть.

- Сыснана тĕш апат нумай кирлĕ. Вăкăр самăртас шухăш çук-и?

Б.В.: Кун пирки шухăшланă-ха эпир. Çитес вăхăтрах вĕсемпе те ĕçлесе пăхасшăн. Вăй çитерĕпĕр-ши? Выльăх-чĕрлĕхе усрама çĕнĕ вите тăвас ĕмĕт те пур.

- Килти пахчара мĕн çитĕнтеретĕр?

Б.В.: Тĕрлĕ пахча çимĕç. Кăçал çĕр улми хамăр пахчара 350 центнера яхăн тухрĕ. 8 тоннине сутрăмăр.

- Денис Борисович сирĕн пулас тĕпкĕч ахăр, - тетĕп пиллĕкри ывăлĕ ашшĕпе амăшĕнчен пĕр утăм та юлманнине асăрхаса.

Б.В.: Яла юлсан тем пекехчĕ те, хăйсен кăмăлĕ ĕнтĕ.

Т.А.: Икĕ хĕрача çуратнă хыççăн тепĕр 9 çултан тин “шыраса тупрăмăр” ăна. Пытармастăп: йывăр çуратрăм Дениса. Шупашкарти больницăна илсе кайрĕç, реанимацире выртмалла пулчĕ. Мăшăрăм хĕпĕртенипе ывăлăмăра пĕр уйăх “çурĕ”.

Тĕлĕнмелле ĕçчен, вĕри çынсем Калашниковсем. /Вĕри тесе Пуянкассисем çивĕч, йăрă çынна калаççĕ/. Борис Васильевич Мускава çÿремесĕрех пурнăçа тĕрлĕ енлĕ саплаштарма тăрăшать. Ĕçсĕр пĕр самант та пурăнма пултарайманскере финанс кризисĕ те хăратмасть. Калашниковсен çуртĕнче пÿлĕмсем çутă та аслă. Пысăк столовăй, хулари пек ванна, душ пÿлĕмĕ пур. Газ, шыв кĕртнĕ. Ÿр-кенмесен ялта та лайăх пурăнма пулать иккен...

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика