29 октября 2008 г.
ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂРИ фельдшер пункчĕн заведующийĕ Нина Владимировна Мульдиярова 55 çул тултарать тенине илтсен, ун çинчен район хаçатне ăшă сăмах çырмасăр тỹсеймерĕм. Çав тери ырă кăмăллă, чĕвĕлти чĕкеç пек ĕçчен хĕрарăм вăл. 34 çул хушши фельдшер пунктĕнче ĕçлесе, ял-йыш хисепне тивĕç пулнă. Нина кỹршĕллĕ Тутарстанри Чăваш Çĕпрел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Канашри медучилищĕне пĕтерсен, ăна Шăмăршă районне ĕçлеме янă. 1974 çултанпах _ Виçпỹрт Шăмăршăри фельдшер пункчĕн заведующийĕ. Хитре те ĕçчен хĕре маттур йĕкĕт Анатолий Мульдияров килĕштерет, 1975 çулхи декабрь уйăхĕнче ялта чаплă туй кĕрлет. Телейлĕ мăшăр виçĕ ывăл çуратса çитĕнтереççĕ, пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ. Асли _ Раççей çарĕн прапорщикĕ, вăталăххи _ шыв айĕнче çỹрекен, атом вăйĕпе ĕçлекен кимĕ мичманĕ. Кĕçĕнни тĕрлĕ специальноçпа ĕçлесе пурăнать. Нина Владимировна _ ял поселенийĕн депутачĕ, хĕрарăмсен совечĕн ертỹçи, фольклор ушкăнĕн пултаруллă членĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ун пек çынсем яла илем кỹреççĕ. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр сана, Нина Владимировна! Пĕтĕм ял халăхĕ, тăванусемпе çывăх çыннусем сана нумай-нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"