Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елинка аппа "Елинка аппа", - теççĕ ăна Виçпỹрт Шăмăршăра çур ял ытла.

10 сентября 2008 г.

 Елена Андреевна Падиарова тесен Шăмăршăри ватăрах çынсем те аван пĕлеççĕ. Калама кăна вĕт. 38 çул райпромкомбинатра ĕçленĕ Елинка аппа. Çап-çамрăклах кунта ĕçе вырнаçнă та вăл, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та виçĕ çул вăй хунă. Хăйпе пĕрле ялтан Шăмăршăна ĕçе çỹренĕ Галина Ямщикована, Антонина Иванована, Елизавета Иванована тата Николай Фадеева Елинка аппа ырăпа кăна аса илет. Малтан вĕсем хăма çуракан пилорамăра ĕçленĕ, унтан ăна столяр цехне куçарнă. Елинка аппа хăй тĕллĕн вĕренсе станочница пулса тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи нушаллă пурнăç çинчен Елинка аппа куççуль витĕр каласа парать. Талăкра 10-12 сехет ĕçленĕ станокпа, фронт валли йĕлтĕрсем туса кăларнă. Виçĕ-тăватă çул хушшинче темиçе пин мăшăр йĕлтĕр хатĕрлесе фронта ăсатнă. Вăрçă пĕтсен те пурнăç çăмăлах пулман. Нумай хĕрсем каччăсемсĕр тăрса юлнă, вĕсен чун юратнă çыннисем фронтра пуçĕсене хунă. Елинка аппа та пурнăçне пĕчченех пурăнса ирттерет, комбинат общежитийĕнче пурăнать. Вăрçă çулĕсенчи тата мирлĕ ĕçри хастарлăхĕшĕн Е.А.Падиарована нумай медальпе тата Хисеп грамотипе чысланă. Унăн сăн ỹкерчĕкне комбинатри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. _ Эпĕ комбинатра ĕçленĕ хушăра вун пĕр директор улшăнчĕ, - каласа парать паян Елинка аппа. _ Тăрăшса ĕçленине кура, мана пурте сума сăватчĕç. Паян Елинка аппан çуралнă кунĕ _ вăл 89 çул тултарать. Çак ятпа ăна мĕн-пур тăванĕсем, çывăх палланă çыннисем чун-чĕререн саламлаççĕ, тата та нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунаççĕ.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика