30 августа 2008 г.
Куллен 35-40 гектар кĕрхи тулă акаççĕ "Колос" Агрофирма" ЗАОра. "Московская-39" сорт кунта 400 гектар йышăнĕ. _ Кĕр тыррисем _ пирĕн пысăк шанăç, - тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н.Воробьев. _ Кăçал та гектартан 40-шер центнера яхăн тухăç илтĕмĕр. Кĕр акинче А.Петров агрегачĕ вăй хурать. П.Мресов, А.Юманов, Н.Юманов сеяльщиксем, вăрлăх турттарса тăракан В.Семенов тата В.Борисов, В.Тимошкин, Р.Федоров заправщиксем ĕçре пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Имçамланă вăрлăхпа, минераллă удобренипе туллин усă курса акаççĕ. "Вăхăтра акатăн _ тырăллă пулатăн", - теççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"