Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУÇ МАНИ

30 августа 2008 г.

"КУÇ МАНИ", - тесен, ăна Виçпỹрт Шăмăршăра ватти те, вĕтти те пĕлет. Хут çинче вара ăна Мария Игнатьевна Антипова тесе çыраççĕ. Маня аппа Хайпăла ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ялта 4 класс пĕтерсен, Палтиелĕнче вĕреннĕ. Шкул хыççăн хăйĕн хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле Канашри медицина училищине кайса кĕрет. Алла диплом илсен, Маня аппана Шăмăршă районĕнче ĕçлеме направлени параççĕ. Район больницин тĕп врачĕ Н.С.Сергеев çамрăк специалиста Виçпỹрт Шăмăршăри медпункта ĕçлеме ярать. Ватă çынсем лайăх ас тума тивĕç: вăрçă умĕнхи тата ун хыççăнхи çулсенче чăваш ялĕсенче чир-чĕр, уйрăмах куç чирĕ анлă сарăлнăччĕ. Медицина ĕçченĕсем ырми-канми, чăн-чăн паттăрлăх кăтартса ĕçленипе çеç трахома чирне çĕнтерме май килнĕ. Вуншар çынна суккăрланасран çăлса хăварнăшăн М.И.Антипована ялта "Куç Мани" тесе хисеплеме пуçланă. 1941 çулта Маняна Виçпỹрт Шăмăршăн чипер каччи, ялти учитель Андрей Шарушкин юратса пăрахать. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштерсе пĕрлешеççĕ. Шел, телей курса нумай пурăнма тỹр килмен: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Андрей Александрович учителе те фронта илеççĕ. Маня аппа унтан хырăмпа юлать. Ывăл ачи çуралсан, ăна Володя ят параççĕ. "Ачана упра, - тесе çырать фронтран юратнă мăшăрĕ. _ Шарушкинсен хушамачĕ çĕр çинчен ан çухалтăр тесе тăрăш. Тăшмана çапса аркатсан, эпир ывăлăмăра чăн-чăн арçын пулма пăхса çитĕнтерĕпĕр". Çук, таврăнаймасть тăван килне Андрей Александрович Шарушкин аслă лейтенант, Мускав çывăхĕнчи пĕр хаяр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Упăшки хушнине манман Маня аппа, мĕнле йывăр пулсан та ачине выçă тата çĕтĕк çỹретмен. Ỹссе çитĕнсен Володя çар çынни пулса тăнă. Хальхи вăхăтра Владимир Андреевич Шарушкин отставкăри полковник хăйĕн çемйипе Бийск хулинче пурăнать. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех халăх сывлăхĕн хуралĕнче ĕçлесе, Маня аппа ялта чыс-хисеп çĕнсе илнĕ. Халĕ вăл сакăр вун çиччĕре пырать ĕнтĕ. Нумай Хисеп Грамотипе темиçе медаль илме тивĕç пулнă ĕç ветеранĕн ăс-тăнĕ çирĕп-ха, иртнине лайăх ас тăвать. Килти хуçалăхра пахча-çимĕç, çĕр улми çитĕнтерет, чечексене юратать. Яланах сывлăхпа çỹре, хисеплĕ Маня аппа, пурте юратакан Куç Мани!

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика