Малобуяновский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн пек хаклă кунсем

20 августа 2008 г.

ИРПЕ çичĕ сехетрех техника паркне çитнĕ "Карлинская" Агрофирма" ЗАО хуçи И.М.Абсалямов. Механизаторсем те унран юлмарĕç, кашниех хăйсене çирĕплетсе панă ял хуçалăх машинисем патне васкарĕç. Акă, хуçалăхăн тĕп инженерĕ Валентин Юманов вырма вăхăтĕнче хăйĕн ывăлĕпе Сашăпа "Дон" комбайн çине ларнă. Юмановсен экипажĕ 50 гектар ырашпа 20 гектар кĕрхи тулла тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ, халĕ тритикали культурин уйĕнче тăрăшаççĕ. Кĕр тыррисен тухăçĕ начар мар: гектартан вăтам шутпа 20-шер центнер ытла пуçтарăнать. Тритикали вара 30 центнер патнех кармашать. Шел, унăн лаптăкĕ пысăк мар, 48 гектар çеç. Хура тула СК_5 "Нива" комбайнпа П.Никифоров механизатор çулать. Паккуссем кушăхсанах кунта Юмановсен "Донĕ" çитет. Комбайн патĕнчен йĕтем çине тырă турттарса тăнă çĕрте КамАЗ автомашинăпа ĕçлекен Александр Гладков тăрăшуллă. Йĕтем хуçи _ ялти ĕçчен пенсионер, "Хисеп Палли" орден кавалерĕ Анатолий Александрович Семенов. Тырă тасатакан машинăсене икĕ Кузьмин _ Александрпа Владимир тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Йĕтем çинче вăй хуракан кашни çыннах ырласа асăнчĕ А.Семенов заведующи. _ Ылтăн пек хаклă кунсемпе туллин усă курма тăрăшатпăр, _ терĕ хуçалăх ертỹçи И.М.Абсалямов _ Ĕç çав тери нумай: тырă пухса кĕртнисĕр пуçне кĕр аки те çывхарса çитрĕ, çĕртме сухи те тумалла, витесене те хĕле хатĕрлемелле. Ĕç аллисем нумай кирлĕ, сахал йышпа пысăк ĕçсене пурнăçлама тивет. Виçпỹртсене ĕçре ăнăçу сунса уйрăлтăмăр хастар çĕр ĕçченĕсенчен.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика