Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадет _ хисеплĕ ят

09 февраля 2008 г.

 Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти 5-мĕш класри кадетсем вĕренре те, обществăлла ĕçсенче те малтисен ретĕнче пыма тăрăшаççĕ. Акă, Алина Купташкина, Мария Назарова, Алина Петьковапа Елена Столярова вĕренỹ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкне пĕтĕмпех "5" паллăсемпе вĕçленĕ. Алена Елисеева, Мария Максимова, Дмитрийпе Максим Мамонтовсем, Влада Прохорова, Алексей Семенов, Евгений Сергеевпа Павел Столяров _ ударниксем. Кадет класĕн (класс руководителĕ Г.Г.Измайлова, воспитатель-наставникĕ В.В.Столяров) ятарлă вĕренỹ программи те пур. Ачасене патриотла воспитани парасси, Тăван çĕршыва юратас туйăма вăйлатасси, ыттисене пулăшма, ăшă чунлă пулма, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма вĕрентсе ỹстересси педагогсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Пиллĕкмĕшсем республикăри тĕрлĕ конкурссене те активлă хутшăнаççĕ. Канашра иртнĕ кадетсен Георгиевски балĕнче Мария Назаровапа Алексей Семенов вальс юхăмĕнче илемлĕн çаврăнса виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Класăн "Герои Отечества _ наши земляки" (Раççей Геройне Олег Долгова халалланăскер) электронлă материалне те жюри лайăхпа хакланă. Нумаях пулмасть пиллĕкмĕшсем валли ашшĕ-амăшĕсем ательере ятарлă форма та çĕлеттернĕ. Тĕттĕм кăвак тĕслĕ костюм, хĕрлĕ пакун тата илемлĕ пилотка ачасене питĕ килĕшет, çирĕп дисциплинăллă пулма хистет. Çак кунсенче кадетсен пурнăçĕнче паллă событи пулса иртрĕ _ ялти Культура çуртĕнче пиллĕкмĕшсем _ 13 арçын ачапа 8 хĕр ача _ яланах малтисен ретĕнче пулма, Тăван çĕршывшăн усăллă çын пулма хатĕрленсе ỹсме, класс тата кадет ятне çỹлте тытма тупа турĕç. Пысăк мероприятире паллă ентешĕмĕр _ Чăваш Республикинчи Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ, патшалăхăн 1 класлă действительнăй советникĕ (генерал-майор рангĕ), ЧР тава тивĕçлĕ çăлавçи В.Н.Петьков, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн офицерĕсем _ А.И.Андюшкинпа П.Г.Васюков майорсем, запасри подполковник, РФ Патшалăх Думин депутачĕн Павел Семеновăн пулăшуçи А.М.Чернов, "Нектар" фирмăн Генеральнăй директорĕ Н.А.Столяров, ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕсем В.Л.Петьков (Сталинградри çапăçусен участникĕ), Л.Д.Дмитриевпа С.Ф. Лукьянов, ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов, Палтиел шкулĕнчи кадетсен класĕн воспитатель-наставникĕ Л.А.Стратилатов тата ыттисем пулчĕç, кадетсене саламласа пур ĕçре те ăнăçу сунчĕç. В.Н.Петьков, А.М.Черновпа Н.А.Столяров, В.В.Денисов, Л.А.Стратилатов, В.П.Столяровпа Н.В.Мамонтова кадетсене сумлă парнесемпе чысларĕç. Уяв пысăк концертпа вĕçленчĕ. Интереслĕ те нумайлăха асра юлакан мероприяти йĕркелесе ирттернĕшĕн ял çыннисем тата хăнасем шкул директорне Н.В.Купташкинана, унăн заместителĕсене Р.С.Андреевапа Т. А. Степанована, учительсене _ В.В.Столярова, Г.Г.Измайлована, Н.А.Медведевана тата ыттисене ăшшăн тав турĕç.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика