Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Нектар" халăхшăн ĕçлет

22 декабря 2007 г.

АСЛĂ çул хĕрринче, Карапай Шăмăршă ялĕ тĕлĕнче ларакан çак çурт илемĕпе аякранах илĕртет. Кунта "Нектар" кафе-магазин вырнаçнă. Декабрĕн 27-мĕшĕнче "Нектар" хăйĕн юбилейне _ уçăлнăранпа 10 çул çитнине паллă тăвать. Кафе-магазин хуçи _ В.Столяров предприниматель. Василий Аркадьевич хăй Шупашкарта пурăнать, "Нектарти" мĕнпур ĕçе В.Г.Тенишев заведующипе Г.А.Тенишева тĕп бухгалтер йĕркелесе-ертсе пыраççĕ. "Нектар" _ ял çыннисен юратнă кану вырăнĕ. Кунта юбилейсемпе тĕрлĕрен савăнăçлă самантсене паллă тăваççĕ. Инçе çула çỹрекенсемшĕн те кафе-магазин ĕçлени питĕ меллĕ: тутлă апат çиме те, иккĕмĕш хутри гостиницăра выртса канма та пулать. Кафе-магазинра малтанхи çулсенче 14 çын вăй хунă пулсан, паян кунта 20 çын тăрăшать. Ял çыннисем вырăнтах ĕç тупнипе питех те кăмăллă. З.Петькова, В.Медведева, А.Козлова "Нектарта" малтанхи кунсенчен пуçласах вăй хураççĕ. В.Столяров предприниматель _ ял поселенийĕн администрацийĕн шанчăклă пулăшуçи те. Василий Аркадьевич нумай мероприятие ирттерме спонсор пулăшăвĕ парать. "Нектар" коллективĕ яла тирпей-илем кĕртме те хастар хутшăнать. Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ кафе-магазинра ĕçлекенсене "Нектар" 10 çул тултарнă ятпа тата Çĕнĕ çул ячĕпе хĕрỹллĕн саламлать, çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçусем сунать.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика