Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчере эс пурришĕн савăнатпăр

05 декабря 2007 г.

1942 ÇУЛТА Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралнă Мария Григорьевна Парамонова. Раштавăн 3-мĕшĕнче вăл 65 çул тултарчĕ. Пĕр шутласан, ку савăнăçлă та, кăшт хуйхăлăрах та пек. Савăнăçĕ _ çак таранччен сывлăхпа, сăпайлă, ял-йыш умĕнче куçран ỹкмесĕр пурăнни. Хурлăхлăрах та пек тепĕр енчен _ мĕншĕн тесен, çуралатпăр, çитĕнетпĕр, вăй парса ĕçлетпĕр, ватăлатпăр... 40 çул ытла ĕçленĕ Мария Григорьевна тивĕçлĕ канăва кайиччен. Шел, унăн ĕçне тоннăпа та, çухрăмпа та виçме çук. Анчах та вăл тăрăшса ĕçлени пĕтĕм ял-йыш куçĕ умĕнче. Мĕн ачаранах ĕçе юратса ỹснĕскер, кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ тăвать вăл. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсанах вăл тăван колхозра чăх ферминче вăй хурать. Çамрăклах юрлама юратнă хĕр, артистка пулма ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн уçă сассипе нумай-нумай концертра савăнтарнă вăл куракансене. Сцена çине тухас чух "Ялти шăпчăк" _ Мария Московская (хĕр чухнехи хушамачĕ) юрлать тесе пĕлтернĕ. Чăнахах та шăпчăк тейĕн, вăл хăйĕн юррисене чĕререн, чуна витермелле шăрантарать, итленĕçем итлес килет. Хăйĕн ĕмĕтне тивĕçтерме юлташ хĕрĕпе Нина Яковлевапа Шупашкара Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме каять. "Пĕрре юрлаттарса пăхсах вĕренме илчĕç, - аса илет Мария Григорьевна. _ Анчах та, шел, общежити çук, хулара ун чух тăвансем пулман, хваттер тупма укçи-тенки сахалтарах пулнă, мансăр пуçне килте аттепе аннен тата сакăр ача. Икĕ кун пурăнмалли вырăн шырарăмăр, вара пусăрăнчăк кăмăлпа тăван колхоза каялла таврăнтăмăр". Малалла ĕçленĕ, тăхăр çул ялти лесопунктра станок çинче, каярах çăкăр пĕçерекен пекарньăра вăй хунă Маня аппа. Ял-йыш тата район халăхне тутлă çăкăр пĕçерсе тивĕçтерме тăрăшнă. "Ĕçне кура хисепĕ" - тет ваттисен сăмахĕ. Пархатарлă ĕçшĕн Мария Григорьевнăна темиçе хутчен те Хисеп грамотипе наградăланă, тав сăмахĕ те нумай хутчен тивĕç пулнă. 1963 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ялти çамрăк каччăпа Валерий Федоровичпа çемье çавăраççĕ. Виçĕ хĕр те пĕр ывăл çуратса, тĕрĕс воспитани парса, пурне те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăма пулăшаççĕ. Асли _ Маргарита _ Курган хулинче медицина училищи пĕтерсе Кỹкеçри тĕп больницăра медсестрара ĕçлет, вăталăх хĕрĕ Надежда _ ялти "Василек" ача садĕнче воспитательница, кĕçĕнни _ Лариса _ аслă пĕлỹ илнĕ, "Елочка" санатори тĕп врачĕн вĕрентỹпе воспитани парас енĕпе ĕçлекен заместителĕ. Савăнăçлă, шăкăл-шăкăл калаçса пурнăç таппи пынă чух сасартăк çемьене пысăк хуйхă килсе çапнă. Вĕсен пĕртен пĕр ывăлĕ Юрий, никĕс тĕпренчĕкĕ, 1991 çулта аварире вилнĕ. Кинĕ Мария икĕ çул та тăватă уйăхри хĕрĕпе тата сакăр уйăхри ывăлĕпе мăшăрсăр тăрса юлнă. "Афганистан вăрçинчен хăтăлса килейрĕ, çак çутă пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каймалла пулса тухрĕ, - куççуль витĕр аса илет амăшĕ унтанпа вунултă çул иртрĕ пулсан та. Йывăр вăхăтсене те, савăнăçне те Мария Григорьевнăпа Валерий Федорович пĕрле ирттереççĕ. Халĕ кукамайпа кукаçейĕн, асаннепе асаттен сакăр мăнук. Вĕсенчен виççĕшĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ илеççĕ. Çамрăксене ватăсем ырă канаш парса пулăшса, пурнăç тилхепине тĕрĕс çулпа тытса пыма вĕрентеççĕ. Л.ПАРАМОНОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика