28 октября 2006 г.
ПУÇЛАСА хăçан паллашнăччĕ-ши унпа _ халĕ татсах калаймастăп: унтанпа пайтах шыв юхрĕ ĕнтĕ. Çак хушăра вара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе Валерий Лукьяновпа пĕрре кăна мар курса калаçнă. Сăмах ытларах чухне театр çинчен пыратчĕ. Халĕ те çаплах. Ача чухне артист пулма ĕмĕтленнĕ-ши вăл е çук _ çакна хăй çеç пĕлет пулĕ. Анчах та Валерий Николаевич, хăй калашле, телейне шăпах театр сцени çинче тупнă. Пулас артист Карапай Шăмăршăра 1956 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăл 1974 çулта Шупашкарти 7-мĕш номерлĕ каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çак хушăрах, 1973 çултанпа, тĕп хулари машинăсем тăвакан заводра ОТК контролерĕ пулса ĕçленĕ. 1979 çулта В.Лукьянов Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин драма артисчĕсем хатĕрлекен студине (ятарлă курс) пĕтернĕ. Çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ унăн искусствăри пултарулăх çулĕ. Кашни артистăн ĕмĕрлĕхе асра юлакан пулăм _ пĕрремĕш роль. В.Лукьянов профессилле театр сцени çинче пуçласа В.Розовăн "Телейлĕ çул пултăр" драми тăрăх лартнă спектакльте Андрюша сăнарне калăпланă. Пуçламăш утăмах ăнăçлă пулса тухнă унăн. Çакăн хыççăн артист Муççа ("Ялта"), Барон ("Тĕрме хуралçисем"), Скворцов ("Алеша"), Васков ("Шурăмпуçĕ лăпкăччĕ"), Ефим мучи ("Туй кустăрми") ролĕсене пысăк ăсталăхпа вылянă. Артистшăн хăйĕн чунĕ витĕр кăларнă пур роль те хаклă. Ăна хăйне вара çак сăнарсем уйрăмах килĕшеççĕ: Валера ("Тухатмăш"), Бочкин ("Хĕрпе салтак"), Виктор ("Сансăр пурнăç çук"). Театра юратакансем Валерий Николаевич "Пĕчĕк свидетель", "Шур акăш тĕкĕ", "Атăл куçĕ", "Сан чỹречỹ умĕнче", "Тавах, аннеçĕм" спектакльсенче вылянă рольсене те ырласа йышăнчĕç. Унăн юлашки паллă ролĕсенчен пĕри _ Н.Сидоровăн "Çулçă тăкăнать" пьеси тăрăх лартнă спектакльти Сан Саныч. В.Лукьянов "Халăхсен туслăхĕ" орденлă Чăваш çамрăкĕсен патшалăх сцени çинче сакăр вунна яхăн роль калăпланă. В.Лукьянов _ хастар общественник та. Вăл _ республикăри сатирăпа кулăш театрне пуçарса йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри. Ăна сенкер экран çинче курма та, унăн сассине радиопа та тăтăш илтме пулать. Юлашки çулсенче Шупашкарта "Раççейĕн çамрăк сассисем" телерадиофестивале кашни çулах ирттереççĕ. Ăна пуçарса яраканĕсенчен пĕри _ шăпах пирĕн пултаруллă ентеш. Валерий Николаевич тăван районта та тăтăшах пулать, театра юратакансемпе курса калаçма тăрăшать. Çакă ăна пултарулăх ĕçĕнче питĕ пысăк пулăшу парать. Хальхи вăхăтра В.Лукьянов республикăри Вырăс драма театрĕн директорĕнче вăй хурать. Шăмăршăсем лайăх ас тăваççĕ пулĕ-ха: çĕнĕ çĕрте ĕçлеме тытăнсан, чи малтанах вăл хăй ертсе пыракан театрăн репертуарĕнчи пĕр спектакле Шăмăршăра кăтартма май тупрĕ. В.Лукьянов _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, РФ Писательсен союзĕпе РФ Культура министерствин конкурсĕн дипломанчĕ, Театр деятелĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Наци конгресĕн Президенчĕн пулăшуçи. Халăх юратакан ăста артист 50 çул тултарчĕ. Валерий Николаевича ун пултарулăхне хисепе хуракансен ятĕнчен юбилей ячĕпе ăшшăн саламлас, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ ỹсĕмсем сунас килет.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"