11 ноября 2006 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ медпункт фельдшерĕ Т.А.Яковлева шкула медицина профилактикин ĕçĕсене тума килсен, вĕренỹ отличници Анна Иванова ун çине яланах ăмсанса пăхнă. "Эх, манăн та Татьяна Антоновна пекех фельдшер пуласчĕ" - ĕмĕтленнĕ хĕр ача. Шурă халатлă хĕрарăм уншăн çирĕп сывлăхпа чун тасалăхне кỹрекен асамлă çын вырăнĕнче пулнă. 1972 çулта 8 класс пĕтерсен, Анюк ялти медпункта кĕнĕ. _ Татьяна Антоновна, эпĕ фельдшера вĕренме каяс тетĕп, - тенĕ хĕюсăррăн вунпиллĕкри вăтанчăк хĕр. _ Пĕлместĕп, пултарайăп-ши çак ĕçре... _ Питĕ тĕрĕс тăватăн, - хуравланă ăна медпункт заведующийĕ. _ Эсĕ шкула Мухтав грамотипе пĕтернĕ, хăвна яланах сăпайлă тытатăн. Медицинăра шăпах сан пек çынсем кирлĕ. Эсĕ лайăх фельдшер пуласса çирĕп ĕненетĕп. "5" паллăсемлĕ свидетельствăллă хĕре Шупашкарти медицина училищин фельдшерсен уйрăмне экзаменсăрах вĕренме йышăннă. Училищĕре те лайăх паллăсемпе вĕренсе пынă Анна, обществăлла ĕçсенче хастар пулнă. 1976 çулта фельдшер дипломне илсен Çĕнĕ Тăрăн хĕрне хамăр районти Асанкассине ĕçлеме янă. Сиплев ĕçне пысăк хавхаланупа пуçăннă Анна Васильевна. Çынсемпе ăшшăн калаçакан, хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлакан медицина работникне ял-йыш тỹрех килĕштернĕ. Çак çулах Анна Çĕнĕ Тăрăн ялĕн ĕçчен те сăпайлă каччипе _ Георгий Гавриловпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Т.А.Яковлева тивĕçлĕ канăва кайсан, 1977 çулта, А.В. Гаврилова Карапай Шăмăршăри медпунктра ĕçлеме пуçланă. Е.Р.Лукьянова медсестрапа, О.П.Поликарпова санитаркăпа пĕрле кунран-кун, çулран-çул ăнăçлă ĕçлесе пынă çамрăк заведующи. Медицина работникĕсем халăха сиплессине, профилактика ĕçне яланах малти вырăна хунă. Елена Романовнăпа Ольга Пантелеймоновна халĕ пенсире ĕнтĕ. Ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ пулнăшăн, хăйĕн ĕçне профессилле ăсталăхпа туса пынăшăн хисеплеççĕ ялта А.В. Гаврилована. Витререн тăкнă пек çумăр шăпăртатать-и, ураран ỹкересле çил-тăман çавăрттарать-и, кăнтăрла е çĕр варринче-и _ медпункт заведующийĕ каланă çĕре тухса чупать, чирлĕ çынна тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парать. Н.И.Волкова медсестрапа, Н.Г.Ширшлина санитаркăпа пĕрле медицина профилактикин ĕçне те манăçа хăвармаççĕ. Акă, нумаях пулмасть, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕнчи Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, ачасене В гепатитран тата грипран прививкăсем тунă. Çавăн пекех бюджет сферинче ĕçлекенсем хушшинче те грипп ересрен прививка процедурине ирттернĕ. Халăх хушшинче ытти прививка мероприятийĕсене те графикпа килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ медработниксем. Пĕчĕк пепкесен сывлăхне тимлĕн пăхса тăрасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Медпунктра чирлĕ çынсене яланах кăмăллăн кĕтсе илеççĕ шурă халатлă ĕçченсем, ăшшăн калаçнă май, тивĕçлĕ пулăшу параççĕ. Карапай Шăмăршăри медицина учрежденийĕ чылай çул районта малтисен шутĕнче пырать. Кунта, паллах, 30 çула яхăн заведующире вăй хуракан А.В.Гаврилован тỹпи пысăк. Пултаруллă фельдшер нумай хутчен "Районти чи лайăх медицина ĕçченĕ" хисеплĕ ята, район больницин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Район администрацийĕн Хисеп грамотисем те пур. Пархатарлă ĕçпе ял-йыш хисепне тивĕçни _ чи пысăк чыс. Суйлав комиссийĕн ĕçне, ялти Культура çурчĕ çумĕнчи фольклор кружокĕн занятийĕсене хутшăнма та вăхăт тупать Анна Васильевна. Мăшăрĕпе, Георгий Антоновичпа, 2 хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ. Асли, Надя, çемьеллĕ ĕнтĕ, Шăмăршăри вăтам шкулта ачасене физика вĕрентет. Сергей те аслă пĕлỹ илнĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕнни, Луиза, шкулта 11 класра вĕренет. Вăл та, аслисем пекех, вĕренỹре чи лайăх паллăсемпе ĕлкерсе пырать. Пиллĕкри мăнук _ Петя _ кукашшĕпе кукамăшне пысăк савăнăç кỹрсе тăрать. Çак кунсенче А.В.Гаврилова 50 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă май, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр, ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр сире, Анна Васильевна.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"