11 ноября 2006 г.
ДЕПУТАТСЕМ ял пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ, - терĕ Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов. _ Вунпĕрĕн вĕсем пирĕн, пурте хăйсен округĕсенче ырă ĕçсемпе палăрчĕç. Владимир Васильевич чи хастар депутатсене ятран асăнчĕ. Акă, М.Ф.Алексеев фермер хăйĕн автомашинипе ялти çулсене юсама çăвĕпех вак чул тата хăйăр турттарнă. Çакăншăн ăна суйлавçăсем чунтан тав тăваççĕ. П.В.Трофимов, районти тĕп больницăра ĕçлекенскер, Çĕнĕ Тăрăнти Чапаев урамне тирпей-илем кĕртме хастар хутшăнать. Депутат тăрăшнипех, урамри обществăлла пусă патне çити тротуар сарнă. Çак пусса тĕпрен юсама тимĕр-бетон кăшăлсем те кỹрсе килнĕ, çĕр шăнсан пысăк ĕçе пуçăнасшăн. Ю.В.Столяров предпрниматель _ пиллĕкмĕш номерлĕ Шкул суйлав округĕпе суйланнă депутат. Хăй те маттур спортсмен пулнă май, Юрий Витальевич çамрăксене спорта юратма хавхалантарать, ăмăртусем ирттерме спонсор пулăшăвĕ парать. Ялти вăтам шкул директорне В.А.Яковлева та мухтаса асăнчĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ. Вячеслав Александрович тăрăшнипе, кăçал йывăçсемпе тĕмсем лартас, урама тирпейлес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă. Кĕркунне кăна ялти выльăх масарĕпе çỹп-çап тăкмалли вырăн йĕри-тавра, çырма хĕррине 500 тĕп ытла чăрăшпа хурăн лартнă. Çак кунсенче ятарласа йĕркеленĕ бригада урамри армак-чармак ỹснĕ йывăçсен турачĕсене касса йĕркене кĕртет. Н.В.Мамонтова, В.Г.Александров, С.П.Ларионов, В.Г.Андреев, Л.В.Старшова, М.В.Петьков, И.П.Поляков депутатсем те пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ. Ял çынни тулăх пурнăçпа пурăннине çĕнĕ çурт-хуралтăсем çĕкленни те лайăх çирĕплетет. Кăçал кăна тăватă çемье çĕнĕ çурта пурăнма куçнă, вуннă ытла хушма çурт туса лартнă. Карапайсемпе çĕнтăрăнсем килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Ĕнесен йышĕ 300 ытла, 70 лаша тытаççĕ. Хăйсенчен ытлашши сĕтпе аш-какая сутса укçа тăваççĕ. Икĕ ялĕпе 63 çăмăл автомашина, груз турттаракан 50 автомашинăпа 15 трактор шутланать. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, хĕрĕхе яхăн çемье килти хушма хуçалăха аталнтарма патшалăхран çăмăллăхлă кредит илнĕ. Ялта çĕнĕ хуçалăх _ "Карла" ООО йĕркеленни те пысăк шанăç парать. Килес çул пушă ларакан витесене тĕпрен юсаса 400 пуç ĕне выльăх усрама пуçласшăн. Витесене хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен, ют çĕршывсенче туса кăларнă оборудованипе пуянлатаççĕ. Çак ĕç валли патшалăхран çăмăллăхлă кредит илеççĕ. "Карла" ООО йышлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни ял çыннисене ĕçпе тивĕçтернĕ çĕрте те пысăк пĕлтерĕшлĕ. _ Малашлăха шанса пурăнатпăр, - терĕ манпа уйрăлнă чух ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.В.Денисов. _ Çамрăксем çĕнĕлле пурăнасшăн, вĕсене ялта çирĕплетсе хăварас тесен пурнăç условийĕсене хулари шая çитермелле. Çут çанталăк газĕ кĕртнĕ-ха, халĕ "Ĕçмелли таса шыв" программăна пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Кашни урамрах асфальт çул пулсан, хула пурнăçĕ аякра тăтăр.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"