19 октября 2018 г.
ЯЛТИ хĕрарăм... Производствăра та, кил-хуçалăхĕнче те ĕçчен вăл, ача-пăчашăн та чăн-чăн анне. Чапшăн ĕçлемест вăл, хăйĕнчен мĕн килнине чунĕ хушнипе пурнăçлать.
Октябрĕн 11-мĕшĕнче, Ялти хĕрарăмсен кунĕнче, Карапай Шăмăршăри культура ĕçченĕсем - Г.Петькова тата А.Савельева - Киров ячĕллĕ колхозра дояркăра тăрăшнă Надежда Владимировна Сергеевăна саламларĕç. Вăл тăван колхозра кăна мар, районта та чи лайăх доярка ята, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ Варфоломей Иванович та колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă - 36 çул трактористра вăй хунă. Ăна «Хисеп палли» орденпа наградăланă. Чыс та мухтав çĕр ĕçченĕсене!
А.САВЕЛЬЕВА.