Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемне туйсан…

11 сентября 2018 г.

Пурнăç илемне туйсан…

КУÇНЕ уçсанах пахчана тухать вăл. Тĕрлĕ тĕспе çиçекен чечекĕсене курма васкать. «Хăшĕ çеçке çурнă? Хăшĕ ăна тăкнă?». Тем тĕрли те пур. Юрăри пек каласан, «хĕрлисем, шуррисем, саррисем...». Ячĕсене асăнас пулсан, вĕсем вăтăра та çитрĕç.
Кашни чечеке ачашлать хĕрарăм, пуçне тайса тутлă шăршăпа киленет. Çынпа калаçнă пекех, вĕсемпе ачашшăн пуплет. Вăхăт-вăхăт шăпланса, ытарайми илеме сăнать. Çав хушăрах вĕллесенчи «ылтăн çунатсен» сĕрлевне итлет. 
Унтан, чечексен асамлăхĕнчен аран хăпса, васкавлăн икĕ теплица алăкĕсене уçать. Çĕр каçа хĕрелнĕ-саралнă помидор, пăрăç тĕмĕсене, хăяра тĕрĕслет. Кишĕр, купăста йăранĕсем хушшинче «экскурсире» пулать. 
Вара мăшăрĕпе Николай Ивановичпа пĕрле картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе пăхма пикенет... 
Çапла пуçланать çĕнĕ кун Кивĕ Шăмăршăри Ирина Ивановна Ендиеровăшăн. Васанти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта тăсăлать. 
Хăй те Васанта çуралса çунатланнăскер, кунтах аттестат алла илнĕ Измукова-Ендиерова. Пурнăç парнеленĕ амăшĕн - Лидия Ксенофонтовнăн ĕçне малалла тăсма çирĕп тĕллев лартнă. Юратнă çынни пекех, пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулас ĕмĕтпе Канашри педагогика училищине çул тытнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан çамрăк специалист Пуянкасси тата Шăмăршă вăтам шкулĕсенче шăпăрлансене вĕрентнĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа аслă пĕлỹ илнĕ. 
1994 çултанпа тăван Васан шкулĕнче тимлет Ирина Ивановна. Вĕрентỹпе воспитани ĕçне чунтан парăнни, ачасене чĕререн юратни тата вĕсенче çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсене курма пĕлни пуçламăш классен учительне ỹсĕм картлашкипе çĕкленме май панă. Методика тĕлĕшĕнчен ăста йĕркеленĕ урок е класс тулашĕнчи ĕç районти ĕçтешĕсемшĕн яланах кăтартуллă. Пуян опыт пухнăскер, республикăн кăнтăр районĕсенчен пуçтарăннă вĕрентекенсем умĕнче мастер-класс ирттерме те мехел çитерчĕ, район чысне çĕклерĕ. 
И.Ендиерова - районти «Çулталăк вĕрентекенĕ - 1997» конкурс призерĕ, республика шайĕнчи «Чи лайăх класс ертỹçи» («Чи лайăх РR – менеджер» номинацире) çĕнтерỹçи (2007 ç), Раççей Федерацийĕн чи лайăх учительсен конкурсĕн çĕнтерỹçи (2008 ç). 
Ĕçне кура - хисепĕ. Пултаруллă педагога ЧР тата РФ вĕрентỹ министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă. Ендиерова - Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Чи пĕлтерĕшли - вĕренекенĕсемпе ашшĕ-амăшĕ сума суни. 
2011 çултанпа И.Ендиерова - директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ. Ачасемпе тата ĕçтешĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, иксĕлми ăсталăх ăна çак яваплă ĕçе тĕплĕ тума пулăшаççĕ. 
Вăл – хастар общественница: Васан ял тăрăхĕнче иртекен мероприятисене яланах хутшăнма тăрăшать. Çирĕм çул ĕнтĕ суйлав комиссийĕн секретарĕн тивĕçне пурнăçлать. Шутласан, тĕлĕнетĕн: ăçтан вăхăт, вăй-хăват çитерет?! 
Çемьере Ирина Ивановна - шанчăклă арăм, юратнă анне, çепĕç кукамай. Кивĕ Шăмăршăри Николай Ендиеровпа шăпине çыхăнтарнăшăн пĕртте ỹкĕнмест. Иккĕшĕ те педагог пулнăран пуль, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе, 30 çул ĕнтĕ алла-аллăн тытăнса утаççĕ пурнăçăн анлă çулĕпе. Икĕ хĕрне те чунтан савса ỹстерчĕç, аслăпĕлỹ илме пулăшрĕç. Вĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Анастасия акă финансист. Çемьеллĕ, ачи те пур; мăшăрĕпе кăвакарчăнсем пек килĕшỹре пурăнаççĕ. Юлиана - пулас онколог.Иккĕмĕш çул ординатура мелĕпе терапевтра ĕçлет. 
Канмалли кунсенче Ендиеровсен кермен пек çурчĕ çывăх çыннисен хаваслă сассипе тулать. Тарават хуçасем хĕрĕсемпе, кĕрĕвĕпе, ытарайми мăнукĕпе калаçса йăпанаççĕ, пысăк ĕçсене пĕрле тăваççĕ. 
Сентябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче - Илем кунĕнче - Ирина Ивановнăна çывăх çыннисемпе юлташĕсем, ĕçтешĕсем, кỹрши-арши ылтăн юбилейпа саламларĕç, хаклă парнесемпе чысланă май Çĕр çинчи мĕн пур ырлăха сунчĕç. 
Илем кунĕнче çут тĕнчене килнĕренех пуль, тепри курман хитрелĕхе асăрхама пĕлет И.Ендиерова. Сăнĕпе те чунĕпе илемлĕскер, пыл хурчĕ пек ĕçченскер, çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕхпе пурнăç тĕллевне тупма вĕрентет. 
Зинаида СВЕКЛОВА,
Васан тĕп шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика