Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕлле йыхравлать çĕн чиркÿ

20 февраля 2013 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Николай святитель ячĕллĕ чиркÿ-часовня ĕçлеме пуçланăранпа çур çул ытларах кăна вăхăт иртнĕ-ха. Вăл ял-йышшăн – питĕ кирлĕ те сăваплă тата пĕрле пухăнса кĕл тумалли Турă çурчĕ. Чиркÿри кĕлĕсене Георгий атте халăх кăмăлне каймалла, чунĕсене пырса тивмелле ирттерет. Литурги служби хыççăн вара Георгий атте прихут çыннисемпе ăшшăн калаçать, пĕр-пĕрне яланах юратма, ырă сунма, каçарма, килĕшÿллĕ пурăнма вĕрентет.

Ваттисемпе пĕрлех чиркĕве çамрăксем те, ачасем те килеççĕ. Вĕсем таса ĕненĕве ăша хывни, ырă йăла-йĕркене вĕренсе пыни уйрăмах савăнтарать. Кунта вĕсем ырă чун-чĕреллĕ пулма, аслисене итлеме, ватăсене хисеплеме хăнăхаççĕ.

Чиркĕве пĕчĕк ачасене тĕне кĕртме килекенсем, çамрăк мăшăрсем венчете тăма тата типĕ тытса сыпма пыракансем те нумай. Турă праçникĕсенче чиркĕве пухăнакансем уйрăмах нумай.

Хамăр ялта çĕнĕ чиркÿ уçнипе эпир, Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче пурăнакансем, питĕ кăмăллă. Хăйĕн укçи-тенкипе Турă çуртне уçма пулăшнăшăн хамăр ял çыннине Владимир Капитонович Столярова тата пархатарлă ĕçре пулăшу панă ытти çынсене ырăпа асăнса пурăнатпăр, вĕсен сывлăхĕшĕн Турра кĕл тăватпăр.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика