16 февраля 2013 г.
"САНĂН юну – теприн пурнăçĕ" текен чĕнĕве тĕпе хурса Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансем донор кунне хастар хутшăнчĕç. Учрежденисенче ĕçлекенсем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те юн пама килчĕç. Пĕр килте пурăнакансем, пĕр тăвансем харăсах темиçен килнисем те пулчĕç. Акă Сидоровсенех илер: амăшĕ Светлана, ывăлĕ Петр, кинĕ Екатерина хаваспах донор кунне хутшăнчĕç. Ырă тĕслĕх кăтартакан Л.Давыдова, Л.Измайлова, З.Иванова, Г.Поляков пенсионерсене те асăнса хăвармалла. Паллах, шкулта, ача садĕнче, психоневрологи интернатĕнче вăй хуракансем те хĕрринче юлмарĕç.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"