Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Карапайсенчен тĕслĕх илмелĕх пур», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев

06 февраля 2013 г.

РАЙОНТИ ял тăрăхĕсен социаллă тата экономика аталанăвĕ, фермер (хресчен) тата килти хушма хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕ - паянхи куна чи пĕлтерĕшли. Çак ыйтусене тишкерме тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма ял тăрăхĕсене вырăна тухса семинар-канашлусем ирттересси районта йăлана кĕнĕ.

Иртнĕ шăмат кун вăл Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пулса иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ М.Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, унăн çумĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертÿçисем, район больницин тĕп врачĕ, шкул директорĕсем хутшăнчĕç.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ – хуçалăхсен экономикине тĕреклетмелли çул-йĕр. Апла пулсан ун çине тимлĕх ытларах уйăрмалла. Татьяна Иванован "Труд" фермер (хресчен) хуçалăхĕнче çапла тăваççĕ те. 14 вăкăр, 13 ĕне, 2 лаша, 12 сурăх тата 3 пăруламалли ĕне тытаççĕ. Семинар-канашлăва хутшăннисене вара ытларах ăратлă вăкăрсем кăсăклантарчĕç.

– Хĕл кунĕсенче выльăхсен йышне сыхласа хăварасси тата продукци илессине тивĕçлĕ шайра тытасси – пирĕн тĕп тĕллев, – палăртрĕ Т.Иванова фермер.

Хуçалăхра çавăн пекех тырă, çĕр улми упрамалли хранилище тата пилорама та пур. 150 гектар çĕр çинче тухăçлă ял хуçалăх культурисем туса илессишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ вĕсем кунта.

Михаил Алексеевăн "Алякка" фермер (хресчен) хуçалăхĕ те пĕчĕкех мар: 9 ĕне, 14 вăкăр, пăру, лаша, 4 сысна, 20 сурăх тата тыр-пул упрамалли кĕлетпе пилорама.

– Курмалли темех çук пирĕн, пурте выльăх усраççĕ-çке, – именерех каларĕ кил хуçи арăмĕ пуçлăхсемпе килнĕ комисси членĕсене.

Анчах та çакăн пысăкăш хуçалăха аталантарса пыма сахал мар вăй-хал тата чăтăмлăх кирлине нумайăшĕ ăнланаççĕ.

Çĕнтерÿ урамĕпе иртсе пынă чух "Чи тирпейлĕ кил-çурт" тесе çырнă хĕрлĕпе шурă кирпĕч çурт уйрăмах интереслентерчĕ семинара хутшăннисене. Хĕрарăмсем кĕрсе курма кăмăл тунипех пулĕ комисси ятарласа 32-мĕш çурт умне чарăнчĕ. Столяровсем икĕ ĕне, икĕ пăру, икĕ сысна тата кроликсем усраççĕ хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче. Картишĕнчи тасалăхпа витесенчи тирпей-илем чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Пĕрремĕш çул тивĕçмеççĕ иккен вĕсем çак чыслă ята. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем вара хăйсен тăрăхĕсенче те çакăн пек тирпейлĕ килти хушма хуçалăхсене чыслани пĕлтерĕшлĕ пулĕ терĕç.

Нумаях пулмасть уçăлнă пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче сывлăха тĕрĕслеттерме килнисем те пурччĕ. Кунта ача-пăча, прививка, процедура, тĕрĕслев, физиотерапи кабинечĕсем, кăнтăрла сипленмелли виçĕ койка-вырăнлă палата пур. Юн пусăмне тĕрĕслеттерме кăмăл тăвакансем те пулчĕç семинара хутшăннисен хушшинче. А.Гаврилова медицина сестри вĕсене хаваспах йышăнчĕ.

Малалла семинар-канашлу пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тăсăлчĕ. Кунта пурĕ 156 ача пĕлÿ илет, вĕсене 23 учитель вĕрентет. Шкулта "Эпĕ – патриот" тата "Эпĕ ишме пĕлетĕп" вĕрентÿ проекчĕсемпе лайăх ĕçлесе пынине асăнса хăварни те вырăнлă.

Паллаштару экскурсийĕ хыççăн ялти Культура çуртĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов вырăнти экономикăпа социаллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ял тăрăхĕнче – 500 хуçалăх, 1650 çын (вĕсен хушшинче 150-шĕ психоневрологи интернатĕнче пурăнакансем) пурăнать. Кунта пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан вăтам шкул, "Василек" ача сачĕ, Культура аталанăвĕн центрĕ, модельлĕ библиотека, пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ, почта уйрăмĕ, храм-часовня, перекет банкĕн уйрăмĕ, психоневрологи интерначĕ тата 8 лавкка вырнаçнă. Иртнĕ çулта нумай ачаллă 15 çемьене çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă, кăçал 20 çемьене пама палăртнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн йывăр ĕçĕнче канаш-сĕнÿпе яланах пулăшса пыракан ватă çынсене те тав турĕ Владимир Васильевич.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Никифоров районти агропромышленноç комплексĕн 2012 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе тата кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Çавăн пекех пуçтарăннисем умĕнче выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ П.Пирогов тухса калаçрĕ. Районта сыснасен Африка чуми ан сарăлтăр тесе мĕнлерех профилактика мероприятийĕсем ирттермелли çинчен палăртса хăварчĕ.

– Район çыннисен пурнăç тăршшĕне ÿстересси тата вилеслĕхе чакарасси – пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри, – терĕ район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова хăйĕн докладĕнче.

Семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев ĕç çыннисене хастарлăхшăн тав турĕ, аграри тытăмĕнче вăй хуракансене йывăр пулсан та выльăх шутне сыхласа хăварассишĕн çанăсене тавăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Тепĕр тесен, выльăх ĕрчетмесен ял хуçалăхĕ малалла сулмаклă утăмсемпе аталанаймĕ.

Семинар ялти илемлĕ пултарулăх ушкăнĕн пĕчĕк концерчĕпе вĕçленчĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика