Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тава тивĕçлĕ ĕçченсем

20 августа 2014 г.

Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕн историйĕнче пысăк та туслă Сергеевсен çемйи ырă йĕр хăварнă. Вера Григорьевна тата Иван Лаврентьевич колхозниксен çемйинче 9 ача пулнă. Вĕсем пурте ỹссе çитĕннĕ те республикăн тата çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă: Смоленск, Саратов облаçĕсене тата Белоруссие. Пурте хисепе тивĕçлĕ çынсем пулса тăнă. Çак пĕр çемьерен кăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ икĕ ĕçченĕ, пĕр орденоносец, производствăра малта пыракансем тухнă. Тăхăр ачаран пĕрне - Валентина Ивановна Мусинăна (Сергеевăна) - Куславкка районĕнче пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕ-сенче унăн ячĕ пирĕн районта кĕрлесе тăнă, Куславккари 522-мĕш ПМК штукатур-малярĕсен бригадирĕн сăн ỹкерчĕкĕсем район хаçатĕнче час-часах пичетленнĕ тата предприятин Хисеп хăми çинче пулнă. Шкулта чухнех вăл строитель профессине алла илме шут тытнă та Сĕнтĕрвăрринчи 12-мĕш профтехучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, штукатур-маляр пулса тăнă. Вĕренỹре кăна мар, спортра та активлă пулнă. Çăмăл атлетика енĕпе ирттерекен спорт мероприятийĕсене яланах хутшăннă, йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн ятне илнĕ. Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн направленипе Куславккари 522-мĕш ПМКна штукатур-маляр пулса ĕçлеме килнĕ. Професси ăсталăхне стройкăра алла илсе пынă, опытлă специалистсенчен вĕреннĕ. Темиçе çул штукатур-маляр пулнă хыççăн çамрăк хĕре отделочниксен бригадине - туслă та ĕçчен, хаваслă хĕрсен ушкăнне - ертсе пыма шаннă. Ĕçри ăнăçусен вăрттăнлăхĕ пирки ыйтсан, Валентина Ивановна кĕскен çапла хуравларĕ: "Хăвăн ĕçне яланах юратмалла тата çынсене хисеплемелле". Малалла калаçнă май вăл темиçе хутчен те: "Эпир ун чухне пурте çавăн пек ĕçленĕ, - терĕ. - Урăхла пулма та пултарайман, уйрăмах объекта хута ямалли срок çитсе пынă вăхăтра. Çулла та, хĕлле те ĕç çителĕклех пулнă. Куславккари çĕнĕ стройкăсемсĕр пуçне, бригада ялти объектсене те тухса çỹренĕ". Хăйĕн ĕçне питĕ аван пĕлнине ыттисем курмасăр тăма пултарайман: Валентина Ивановна професси ăсталăхĕн республикăри конкурсĕсене пĕрмаях хутшăннă тата пĕрре кăна мар çĕнтерỹçĕ пулнă. Штукатурсен мастер-бригадирĕ пулнă Валентина Ивановна Мусина 522-мĕш ПМКра ĕçлеме ахаль штукатуртан пуçланă, кунта пурĕ 38 çул ытла вăй хунă. Халĕ - тивĕçлĕ канура. Яланах тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнă, урăхла ĕçлеме те пултарайман. Строительствăри çитĕнỹсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна 1998 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" хисеплĕ ят панă. Унăн Хисеп грамотисемпе дипломсем, ытти наградăсем те нумай. Вĕсене вăл Куславкка район территорийĕнчи пурăнмалли çуртсене, промышленность объекчĕсене тунă тата юсанă çĕрте штукатур ĕçĕсене лайăх пурнăçланăшăн тивĕçнĕ. Валентина Ивановна халăх депутачĕсен хула Канашĕн активлă депутачĕ те пулнă. Çак шанăçа вăл виçĕ хутчен тивĕçнĕ, суйлавçăсен наказĕсене яланах çине тăрса пурнăçланă. Валентина Ивановнăн пĕртăванĕ Павел та ун пекех тăрăшуллă ĕçчен. Вăл Çĕнĕ Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнать. Хими промышленноçĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Павел Иванович иртнĕ çулхи май уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн аллинчен патшалăх наградине илнĕ - ăна "Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Павел "Химпром" ОАОна 29 çул каялла ĕçлеме килнĕ. Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ çамрăк специалист темиçе çултан смена мастерĕ пулса тăнă. Нумай ачаллă Сергеевсен çемйин ытти членĕсем пекех, вăл та ĕçченлĕхпе, яваплăхпа, пуçарулăхпа, хастарлăхпа, ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăрать. Çакăн пек лайăх çынсем пурăнаççĕ пирĕнпе юнашар. Вĕсем, ахаль строительсем, химиксем, врачсем, учительсем - çĕршерĕн. Вĕсем - чăн-чăн ĕç геройĕсем. 

И.РУСИНА, Куславкка районĕнчи "Ялав" хаçат корреспонденчĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика