26 июля 2014 г.
Карапай Шăмăршă ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче пурăнакансем "ырă кукка" пулăшасса кĕтсе лармаççĕ, хăйсен вăйĕ çине çеç шанаççĕ. Акă çак кунсенче йышпа пĕрле 35 метр тăрăшшĕ тротуар турĕç. Çак ĕçре Г.Измайловпа Н.Лаврентьев старостăсен пуçарулă- хĕпе хастарлăхĕ пысăк пулчĕ. Карапай Шăмăршăсемшĕн те савăнăç: "Чăвашавтодор" ОАОн Шăмăршăри çул-йĕр участокĕ 399 тăваткал метр чухлĕ çула тĕпрен юсарĕ. Пурĕ 223 пин те 375 тенкĕлĕх ĕç тунă. Пирĕн ялсем "Районти чи тирпейлĕ ял", "Районти чи илемлĕ урам", "Районти чи пуян килти хушма хуçалăх" ятсене çĕнсе илессишĕн тăрăшаççĕ. Депутатсемпе старостăсем пурне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
В.ДЕНИСОВ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"