Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан ĕç сăра - чирлесрен хăра!

16 июля 2014 г.

Юлашки çулсенче çул çитмен çамрăксем алкоголь шĕвекĕсем ĕçесси сарăлсах пырать. Тĕпчевсем Раççейри шкул ачисенчен 89 процентне яхăн вĕсене тутанса курнине çирĕплетеççĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасен хушшинче уйрăмлăх çук, пурте пĕр евĕрлех. Ыйтăма хутшăннисен 10 проценчĕ кăна алкоголь шĕвекĕсене пĕрре те ĕçменнине пĕлтернĕ. Кунта çамрăксен ăс-тăнне çемьери, обществăри йăла-йĕрке, кирек мĕнле уява, ĕçкĕ-çике эрех-сăрапа паллă тума хăнăхни витĕм кỹрет. Ача пĕчĕкрен çакна курса ỹсет, ку тĕрĕс тесе шухăшлама пуçлать. Ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх тăхăр çулчченех пĕрремĕш хут эрех е сăра ĕçсе курнисен ушкăнне палăртнă. Вун тăватă çултан вара сиенлĕ йăлана иленнисен шучĕ нумайлансах пырать. 13-16 çулсенчи çамрăксем сăрана уйрăмах килĕштереççĕ. Анчах вăл сывлăха мĕн тери пысăк сиен кỹнине тĕрĕс хаклама пĕлеççĕ-и-ха? Сăрара этил спирчĕ пур. Чи анлă сарăлнă сортсен градусĕ 3,5-4,5 процентпа танлашать. Апла тăк 100 грамм сăрара таса спирт - вăтамран 4 грамм, пĕр кĕленчере - 20 грамм. 1 литр сăрана 100 грамм шурă эрехпе танлаштарма пулать. Витĕмĕ ытти спирт шĕвекĕнни пекех. "Кăшт кăна ĕçме" хăнăхни сисмесĕрех алкоголизм патне çитерет. Ачасемпе çамрăксен организмĕ хăвăрт аталаннă тапхăрта алкоголизм туртăмĕ çитĕннисенчен 3-4 хут хăвăртрах çирĕпленсе çитет. Юлашки çулсенче алкоголизмпа чирлесси çамрăклансах пыни çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ. Сăрапа иртĕхни шалти органсене чирлеттерет. Чĕре, куллен сăра ĕçнипе шĕвек нумай уçлама тивнине кура, пысăкланса каять, унăн стенкисем çỹхелеççĕ, пиçĕлĕхне çухатаççĕ, чĕре тавра çу пухăнать. Çавна май чĕрен ишеми чирĕ аталанать, миокард инфаркчĕн хăрушлăхĕ ỹсет, вăй-хал ĕçĕ тума йывăрланса пырать, сывлăш пỹлĕнет. Тухтăрсем çак пулăма "сăра" ("Бавари") чĕри теççĕ. Сăра хатĕрленĕ чухне кăпăк стабилизаторĕ вырăнне коба-льтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне вăйлах пăсать. Пĕвере тата мĕнле йывăр: наркăмăшлă гепатит аталанать, малашне цирроза куçма пултарать. Хăмларан сăрана хĕрарăмăн ар гормонĕсем евĕрлĕ япаласем куçнине те тĕпчесе çирĕп-летнĕ. Вĕсем алкогольпе пĕрле пĕвере, пỹре çи парĕсене, арлăх парĕсене витĕм кỹрсе çыннăн хăйĕн гормонĕсене туса кăларассине вăйсăрлатаççĕ. Арлăх парĕсем сиенленни тулли пурнăçпа савăнма чăрмантарать. Сăн-пит те, кĕлетке те улшăнаççĕ. Çавăнпа алла сăра бутылки тытиччен малашне вăл сывлăха, пурнăçа мĕнле витĕм кỹресси пирки шухăшласа пăхмалла.

Н.ПОЛЯКОВА, нарколог тухтăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика