Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн савăнăç - ĕçре тата юрăра

21 июня 2014 г.

"Сăхман тăхăнмасан, мĕн тăх(ă)нас-ха манăн,

Юратнă тумăм та сăхман анчах...

Кунта юрламасан ăçта юрлас манăн,

Юратнă тăвансем те эсир анчах...", - шăрантарать чăваш халăх юррине ялти клуб сцени çинчен пĕрĕмлĕ сăхман тăхăннă вăтам пỹллĕ чипер хĕрарăм.

Акă юрă вĕçленсе те ĕлкĕреймерĕ, концерт куракансем тăвăллăн алă çупса ячĕç. "Маттур, Нина! Пултаратăн! Чăн-чăн Вдовинаран пĕрре те кая мар!",- кăшкăрчĕç унтан та кунтан залра. - "Тата, тата тепĕр юрă юрласа пар!",- ярасшăн пулмарĕç пултаруллă юрăçа сцена çинчен. Çапла, хăйĕн уçă та янăравлă сассипе чапа тухнă Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан Нина Алякина. Ялти клуб çумĕнчи илемлĕ пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле Нина Николаевна нумай çул хушши ĕнтĕ куракансене хăйĕн çепĕç сассипе савăнтарать. Уйрăмах халăх юррисене кăмăллать вăл. "Халăх юррисенче темле асамлăх, чунпа туйса тăмалли илемлĕх, çирĕп тымарлă тăванлăх, чăваш халăхĕн ăс-тăн пуянлăхĕ иксĕлми çăл-куçран вăйлăн тапса тăнăн туйăнать",- тет юрă ăсти. Пултарулăхĕнче çитĕнỹсем те сахал мар Н. Алякинан. Кашни çулах вăл ялти тата районти юрă ăстисен конкурсĕсенче малти вырăн йышăнать. Чăваш халăх юррисене пухса халăх умне кăларма пултарнипе çĕр-шывĕпех чапа тухнă паллă юрăçа, Ираида Вдовинана халалласа районта, республикăра тата регионсем хушшинче ирттерекен "Ай, юрлар-и?" юрă конкурсĕнче те пирĕн Нина Николаевна чи малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнăччĕ. Шупашкарти сумлă жюри панă И.Вдовина сăнĕллĕ 1-мĕш степень Диплом уншăн чи хаклă наградăсенчен пĕри шутланать. Асьялти "Тевет" фольклор ушкăнне те хаваспах çỹренĕ-ха çамрăкрах чухне Нина. Анатри чăвашсен авалхи йăли-йĕркисен тата уявĕсен юрри-кĕввисемпе ташши-такмакĕсене пĕлнисĕр пуçне хăйне куракансен умĕнче, авалхи ватăсем пекех, илемлĕ хусканусем тума, чăваш ташшине е хĕрсен "Аххаяс" ташшине ташланă чухне те пăхса ытармалла мар илемлĕ хусканусем тума пĕлнипе уйрăлса тăрать вăл ыттисенчен. Кĕмĕл укçаран ăсталанă мăй çыххипе тевечĕ те, нухратпа вĕтĕ шăрçаран çĕлесе тунă хушпăвĕ те килĕшỹллĕ ун çинче. Ухăнса-юхăнса, акăш пек шуса ташланă вăхăтра епле пăхса ытармалла мар курăнать пирĕн Нина! Мĕн чухлĕ илемлĕх, мĕн тери асамлăх чăвашсен авалхи тумне тăхăннă чăваш хĕрарăмĕнче! Ача чухнех артистка пулма ĕмĕтленнĕ те çав кăлкан пек сарă çỹçлĕ Нина. Унăн ашшĕ те, Николай Михайлович, таврари паллă юрă ăсти тата сĕрме купăсçă пулнă. Ялти чиркỹре те питĕ ăста юрланă теççĕ ăна ваттисем. Шел, пỹрмен çав Нинăна пысăк сцена артистки пулма ... Çемье йышлă пулнипе ашшĕ- пе амăшне пулăшма тивнĕ унăн. Васанти шкулăн 8 класне вĕренсе пĕтерсенех 14-ри Нина Самарина ялти çитĕннĕ хĕрсемпе пĕрле Мари республикинчи хыр вăрманĕсене сухăр кăларма тухса кайнă. Çăмăл пулман, паллах, çамрăк хĕр ачана ир тытăнса каçчен пĕр пăт ытла каякан сухăр савăчĕсене йывăç çинчен хывса лав çине тиеме. - Йывăр йăтнипе кăвапа пĕтĕрĕнсе каять пуль теттĕм хăш чухне, йывăрччĕ çав вăрман ĕçĕ, çапах та пуçа усса ларман, кулленхи ĕç нормине пурнăçласа пыма тăрăшнă, - тет вăл ачалăхне аса илсе паян. "Тĕнче" те курас килнĕ çав ĕнтĕ çамрăклах йывăр ĕçре пиçĕх- нĕ ял хĕрĕн. Вăрман ĕçне пăрахса Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче çип арлакан ĕçне вырнаçнă. Çĕнĕ професси килĕшнĕ Нинăна, кĕске вăхăт хушшинчех вăл хăйне шанса панă станоксем çинче хăвăрт та паха ĕçлеме хăнăхса çитнĕ, коллективра та чыспа хисеп çĕнсе илме пултарнă. Çак профессипех техникумра вĕренсе алла диплом илес тĕллев те пулнă-ха мал ĕмĕтлĕ хĕрĕн, анчах та "пурнăçăн çĕр пăрнăç" тесе ахальтен каламан пуль çав. Сасартăк Нинан ашшĕ, Аслă вăрçă инваличĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Килте вара Нинăн йăмăкĕсемпе шăллĕсем пĕринчен тепри пĕчĕкрех пулнă. Амăшĕн колхоз уй-хирĕнче çĕрĕн-кунĕн тăрăшмалла, йышлă ачисене те пăхмалла пулнă. Нинăн ирĕксĕрех каялла тăван яла таврăнма тивнĕ. Шăмăршăри кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ вăхăтра пăрчăкан пек ĕçчен те сар чечек пек илемлĕ хĕр Васан паççулкки каччин Николай Алякинăн чĕрине вут хыптарнă. Часах вĕсем пĕрлешсе çемье çавăрнă та Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Бирючевский совхоза ĕçлеме тухса кайнă, унтах вĕсене хваттерпе те тивĕçтернĕ. Эх, каллех пурнăçри пăрнăç! Нинăн çирĕм çула яхăн пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă мăшăрĕ чире пула вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Ача-пăча çуратса ỹстерме те пỹрмен çав Алякинсене, Нина сухăрта ĕçленĕ чухне йывăр йăтнине пула ĕмĕрлĕхех хуçăлса юлнă. Мăшăрсăр тăрса юлсан çулланнă хĕрарăм каллех тăван яла таврăннă, "Гвардеец" совхозăн Асьял бригадинче, выльăх-чĕрлĕх ферминче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă, çав вăхăтрах ялти обществăлла ĕçсенче те, илемлĕ пултарулăхра та хастар пулнă. Юлашки çулсенче Нина Николаевна Юра мăшăрĕпе ялăн çĕнĕ урамĕнче хăтлă çурт-йĕр çавăрчĕç, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, йышлă чăх-чĕп усраççĕ вĕсем. Нина Николаевна вара хăйĕн пурнăçри савăнăçне ĕçре кăна мар, юрăра та тупма пĕлет. Çак кунсенче Нина Николаевна 65 çул тултарнине паллă турĕ. Эпир те, культура ĕçченĕсем, хамăрăн хастар ташă-юрă ăстине чаплă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Г.ЛАРШНИКОВ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Васанти халăх музейĕн директорĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика