Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Димитриев: "Шăмăршăсем - ĕçлеме юратакан харсăр çынсем"

19 апреля 2014 г.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче пирĕн Шăмăршă районĕнче Чăваш Республикинчи патшалăхăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертỹçи С.Димитриев пулчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем тăрăх калаçу ирттернĕ хушăра, Сергей Петровича район çыннисем ытти ыйтусем те пачĕç, республика пурнăçĕнчи проблемăсене те çĕклерĕç. Хаçат корреспондентне пуринчен ытла халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйту хумхантарчĕ. - Сергей Петрович, Шăмăршă районĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе лару-тăру лăпкă теме пулать, кун пирки хаçатра çырсах тăратпăр. Çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сайчĕ урлă та çĕнĕ хыпарсене пĕлме май пур. Чăваш Республикипе илсен ĕç-пуç еплерех-ши? - Кăçалхи пĕрремĕш кварталта Чăваш Ен ĕç рынокĕнчи лару-тăру йĕркеллех теме пулать. Апрель пуçламăшĕ тĕлне пурĕ 4836 çынна ĕçсĕррисен шутне кĕртнĕ, ĕçсĕррисене регистрациленин шайĕ, вăй питти çынсен йышĕпе танлаштарсан, 0,72. шутланать. Паян халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăра ĕç паракан 2,5 пин ертỹçĕ тăратнă 16 пине яхăн ваканси пур. Е, урăхла каласан, ĕç шыракан кашни çынна 3 ваканси ытла тивет. Ваканси тăратакансем уйăхри ĕç укçине 8 пинрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран тỹлеме шантараççĕ. Ĕç паракансене çĕвĕçсем, водительсем, поварсем, сутăçсем, каменщиксем, кондитерсем, слесарь-юсавçăсем, ахаль рабочисем кирлĕ. Çавăн пекех медицина сестрисене, кĕçĕн воспитательсене, менеджерсемпе тĕрлĕ специализациллĕ инженерсене те ĕç кĕтет. _ Республикăра предприятисенчи работниксене ĕçрен массăллă хăтарнă тĕслĕхсем çук-и? Е рынок экономики пуç пулса тăнă чухне çак ыйтăва никам та шута илмест-и? - Рынок условийĕсенче экономика динамикăлла улшăнса тăрать: хăш-пĕр предприятисем конкуренцие тỹсеймесĕр хупăнаççĕ е арканса каяççĕ, вĕсен вырăнне вăйлăраххисем, конкуренцие тỹсме пултаракан тата ĕçлекенсене лайăхрах тỹлеме хал çитерекен предприятисем йышăнаççĕ. Ĕç рынокĕнчи йĕркелĕх ан пăсăлтăр тесе, халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем кашни эрнерех ĕçрен хăтарма палăртнă е организацисенче тулли мар ĕç кунĕпе ĕçлекен работниксен мониторингне ирттереççĕ. Кăçалхи иккĕмĕш кварталта 27 предприятири 600 ытла работника ĕçрен хăтарма палăртнине пĕлетпĕр. Çулталăк пуçланнăранпа вара республикăра организацисене пĕтернипе е вĕсенчи штатсене чакарнипе 338 çынна ĕçрен хăтарнă. Ĕçсĕр тăрса юлнă 109 çын ĕçпе тивĕçтерекен службăна пынă, вĕсенчен 43-ĕшне ĕçсĕр тесе йышăннă. Ĕçсĕр тăрса юлнă работниксене çĕнĕ ĕçе вырнаçма пулăшас тата вĕсен конкуренци тỹсĕмлĕхне ỹстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кăçалхи январьте 2014 çул валли мероприятисен планне туса çирĕплетрĕ, унпа килĕшỹллĕн республикăра мероприятисен комплексне ирттереççĕ. Унта çак мероприятисем кĕреççĕ: маларах пулнă е çĕнĕрен уçнă ĕç вырăнĕсене ĕçсĕррисене вырнаçтарасси, уйрăмах ыйтакан професси (специальноç) илме вĕрентесси, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсене вырнаçтарма хушма професси пĕлĕвĕ илме пулăшасси, ĕçсĕррисене харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе яма майсем туса парасси тата ытти те. Çак ыйтăва мĕнле татса панине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çирĕп контроллесе тăрать. -  Ытти регионсемпе танлаштарсан, Эсир ертсе пыракан ведомство лайăхрах ĕçлет е япăхрах? -  Нумаях пулмасть кăна-ха Чăваш Республикин Пуçлăхĕн адресĕпе Раççей Федерацийĕн Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ М.А.Топилин алă пуснă аналитика справки килнĕ, унта пирĕн 2013 çулхи ĕçе Раççей Федерацийĕн чи лайăх ĕçлекен субъекчĕсен шутне кĕртнĕ. Сăмахран, ĕç шыракан граждансене ĕçе вырнаçтарнин шайĕпе эпир Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннă. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе вара -  улттăмĕш вырăнта. Ытти кăтартусем те - лайăххисен шутĕнче. Чăваш Енре регистрациленĕ ĕçсĕррисен йышĕ, Раççейри тата Федерацин Атăл тăрăхĕнчи округĕнчи вăтам кăтартусемпе танлаштарсан, чылай пĕчĕкрех. - Сергей Петрович, Эсир пирĕн районта тăтăш пулатăр, Шăмăршă тăрăхĕ Сирĕн чунăрта мĕнле туйăм хăварчĕ? -  Шăмăршăсем - ĕçлеме юратакан, харсăр çынсем. Ырлăх-пурлăха такам туса парасса кĕтсе лармаççĕ вĕсем, лайăх пурнăçа хăйсен тăрăшуллăхĕпе тăваççĕ. Ялсенче пулнă май, ĕçсĕр сулланса çỹрекен çынсене, "ĕç çук" тесе нăйкăшакан çамрăксене пĕрре те курмарăм. Килти хушма хуçалăха аталантарса, выльăх-чĕрлĕх усраса пурнăçа майлаштарса пырать ял çынни. Ку вăл çапла пулмалла та. "Ĕçлекенрен ĕç хăрать", -  тесе ахальтен каламан-çке ваттисем.

Калаçăва С.ИВАНОВ йĕркеленĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика