16 апреля 2014 г.
Ялсене тирпей-илем кĕртмелли уйăхлăха Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенче пурăнакансем те хастар хутшăнаççĕ. Аслă Мăн кун умĕн кашни çемьех хăйсем пурăнакан çурт умне тирпейлесе тухасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çуркуннехи пĕрремĕш субботника ял тăрăхĕн администрацийĕнче, культурăпа кану центрĕнче, почта уйрăмĕнче, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин офисĕнче вăй хуракансем хутшăнчĕç. Пĕрлехи вăйпа ялти учрежденисен йĕри-таврашне тирпейлерĕмĕр, чечек клумбисене çĕнетсе илемлетрĕмĕр. Ленин урамĕнчи юпасене шуратса тухрăмăр. Тепĕр пысăк ĕç - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ентешсене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра тимĕртен çĕнĕ карта тытни.
В.ДЕНИСОВ, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"