09 апреля 2014 г.
Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассишĕн тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çак кунсенче кăна-ха шкулта район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес ыйтупа ĕçлекен комисси специалисчĕ, вăлах наркотиксемпе усă курнине хирĕç кĕрешекен комисси секретарĕ С.Чегаева, Шăмăршăри тĕп больницăри ача-пăча тухтăрĕ О.Львов, полицин Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ Н.Мазякова 8-11 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем çамрăксене сывă пурнăç йĕркин усси, наркотиксемпе усă курнин, пирус туртнин, эрех-сăра ĕçнин çав тери пысăк сиенĕ çинчен витĕмлĕ тĕслĕхсемпе каласа ăнлантарчĕç, вĕренекенсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕç.
Р.АНДРЕЕВА, шкул директорĕн вĕрентỹ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"