Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ГТОпа туслашсан - çирĕп сывлăх пулĕ сан!

02 апреля 2014 г.

 КИЛТИ ăпăр-тапăра тирпейленĕ чухне куç умне "БГТО" тесе çырнă значок лекрĕ. "Значок-тăк значок, мĕн вара" -  тейĕ вулакан. Эпĕ вара ун пек каламан пулăттăм. БГТО значок ман ỹсĕмри çынсемшĕн хăйне евĕр пĕрремĕш награда пулнă вĕт-ха. Ăна çĕнсе илессишĕн, физкультурăпа спорт нормативĕсене пурнăçлассишĕн кашни арçын ачапа хĕр ачах тăрăшнă. Хальхи çамрăксем БГТО, ГТО сăмахсем мĕне пĕлтернине те ăнлансах каймаççĕ пулĕ. Кăштах историе аса илер-ха. БГТО - "Будь готов к труду и обороне СССР" знак - иртнĕ ĕмĕрĕн 1931 çулĕнче "çуралнă". Ăна 1-8 классенче вĕренекенсем валли тунă. 16 çултан аслăраххисем вара ГТО знака çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ. 1972 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче КПСС Тĕп Комитечĕпе СССР Министрсен Совечĕ ГТО физкультурăпа спорт комплексене çирĕплетесси çинчен постановлени йышăннă. Вăл çын миçе çултине кура, 5 картлашкаран (ступень) тăнă. Пĕрремĕш картлашки - "Хăюллисем тата çаврăнăçуллисем" - 10-11 тата 12-13 çултисем валли, иккĕмĕшĕ - "Спорт смени" -  14-15 çултисем, виççĕмĕшĕ - " Вăй тата хăюллăх" - 16-18 çултисем, тăваттăмăшĕ -  "Вăй-хал çирĕплĕхĕ" -  19-28 тата 29-39 çулти арçынсемпе 19-28 тата 29-34çулти хĕрарăмсем валли, пиллĕкмĕшĕ - "Хастарлăх тата сывлăх"- 40-60 çулти арçынсемпе 35-55 çулхи хĕрарăмсем валли. 1974 çулта ГТО нормативĕсене пурнăçлассишĕн Пĕтĕм Союзри ăмăрту иртнĕ, массăллă стартсене 220 миллион çын хутшăннă. Шкул ачисем ГТОн ылтăн тата кĕмĕл значокĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăртнă. Тăрăшшĕне чупса, тăрăшшĕне тата çỹллĕшпе сиксе, теннис мечĕкĕсене ывăтса, велокроссра ăмăртса, шывра сиксе ГТО нормативĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшнă. "Ун чух кашни класрах, шкулта, ялта, пĕтĕм районта спорт пурнăçĕ вĕресе çеç тăратчĕ. Ылтăн значока тивĕç пулнисем чăн-чăн паттăр вырăнĕнчеччĕ", аса илеççĕ паян педагогика ĕçĕн ветеранĕсем. Шел, çĕр-шыв арканнă май ГТО сăмах та манăçа юлчĕ. Çакăн тỹнтер енĕсем паян аван палăраççĕ: çамрăксем физкультурăпа спорт çине алă сулнă, эрех-сăра ĕçесси, пирус туртасси, наркомани вăй илсе пырать. Каччăсемпе хĕрсем хушшинче сывлăх енчен хавшаккисем нумай. Ахальтен мар ĕнтĕ çар призывĕн комиссине килнĕ каччăсен пысăк пайне салтака кайма юрăхсăр тесе йышăнаççĕ. Çĕр-шыва вара çирĕп сывлăхлă, вăй-халлă, мал ĕмĕтлĕ, хавхалануллă çынсем кирлĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин иртнĕ кунсенче ГТО комплексне пурнăçа кĕртесси çинчен ятарласах Указ йышăннă. Халăха физкультурăпа спорт майлă воспитани памалли программа кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнченех ĕçлеме пуçламалла. ГТО нормативĕсене пурнăçлама çĕр-шывăн 6 çултан пуçласа 70 çул таранчченхи гражданĕсене пурне те хутшăнтарма палăртаççĕ. Çак нормативсене пурин те - тĕрлĕ кантурсемпе предприятисенче, организацисенче ĕçлекенсен те, чăн малтан вара вĕренỹ заведенийĕсенче ĕçлекенсемпе пĕлỹ пухакансен те памалла. Çĕр-шыв правительстви ГТО нормативĕсене парас ĕçшĕн яваплисенчен çирĕп ыйтасси çинчен пĕлтерет. Апла пулсан, "чупсан та, чупмасан та юрать" теме малашне никам та пултараймасть. Миллионшар тенкĕ тăкакласа туса лартнă спорт сооруженийĕсем пĕр кун та пушă ан тăччăр. Пирĕн кашни ир физзарядка тунинчен, уçă сывлăша тухса чупнинчен пуçланĕ. "ГТОпа туслашсан -  çирĕп сывлăх пулĕ сан" тейĕпĕр пĕр- пĕрне саламласа.

Ив.АНАТКАС.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика