28 марта 2014 г.
ÇАПЛА, çапла, "Россия 1" каналпа Карапай Шăмăршăра пурăнакан Евгения Алексеевна Степанована кăтартрĕç. Мĕнпе чапа тухнă-ха çак сăпайлă та ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ? Чун-чĕрене хускатакан ал ĕç япалисемпе, асамлă тĕррисемпе тата çипрен çыхса тунă ытти илемлĕхпе. Евген аппа мĕн пĕчĕкрен алă ĕçне юратнă, унăн тĕррисене ял-йыш та мухтанă. Ĕмĕрĕ тăрăшшĕпех юратнă ĕçрен уйрăлман вăл, вун-вун тĕрĕ тĕрлесе ырă çынсене валеçнĕ. Е.Степанова тĕрленĕ чечексем чĕрĕ пекех туйăнаççĕ, çут çанталăк илемне сăнлакан ытти ỹкерчĕксене те чăн-чăн ăстаçă алли туни яр-уççăн сисĕнет. Евгения Алексеевна - ялти "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕн паллă юрăçи, маттур такмакçă. Тивĕçлĕ канура пулин те килте кичемленсе лармасть, пурнăç илемне хăйĕн аллисемпе тăвать.
В.ДЕНИСОВ, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"