15 февраля 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем халăх умĕнче отчет тăвасси пуçланчĕ.
Çак кунсенче кун пек пуху Карапай Шăмăршăра пулса иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – экономика политики, агропромышленность комплексĕпе экологи Комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Мешков хутшăннă. Чи малтанах В.Фадеев нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учительне И.Сабаева, ялти пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн заведующине А.Гаврилована, «Кузьмич» хресчен (фермер) хуçалăхĕн управляющине В.Александрова район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă.
Мĕнпе асра юлнă-ха карапайшăмăршăсемпе çĕнтăрăнсемшĕн ял тăрăхĕн 2013 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвĕ? Çакăнпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Денисов тĕплĕн паллаштарнă.
Ял тăрăхĕнче хальхи вăхăтра 500 ытла хуçалăх шутланса тăрать, вĕсенче 1658 çын пурăнать. Вăтам шкул, ача сачĕ, психоневрологи интерначĕ, модельлĕ библиотека, культурăпа кану центрĕпе ытти объектсем пур.
Кунта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсем – вун иккĕн, тăваттăшĕ 100-шер гектар ытла çĕрпе усă кураççĕ. Килти хушма хуçалăхсем те вăй илеççĕ. Патшалăх çăмăллăхлă кредитсем панипе усă курса кăна икĕ ялта вунă МТЗ трактор, ДОН1500 комбайн, ытти техника хутшăннă. Çавăн пекех, ял тăрăхĕнче иртнĕ çул 134 хуçалăх 34,5 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Нумай хуçалăхра икшер ĕне усраççĕ, пурĕ 450 тонна ытла сĕт суса илнĕ.
Усă курман çĕр пайĕсене поселени харпăрлăхне куçарас ĕç те начар мар пырать. 2013 çулта нумай ачаллă 14 çемье çĕр участокĕ илнĕ, кăçал тата вуннăшĕ çĕрлĕ пулĕç.
Тĕп тимлĕхре – ялсене тирпей-илем кÿресси, тасалăхра тытасси. Йĕркелĕх – пуриншĕн те. Çак ĕçе çынсем активлă хутшăнаççĕ. Çул-йĕр тăвассипе юсасси те манăçа юлмасть. Социаллă объектсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Сăмахран, ялти вăтам шкул столовăйĕнче хурансене ылмаштарма, çĕнĕ оборудовани туянма 900 пин тенкĕ ытла, «Василек» ача садне юсама 300 пин тенкĕ ытла укçа-тенкĕ тăкакланă. Иртнĕ çул субсидисемпе, çăмăллăхлă кредитсемпе, харпăр хăй укçипе çынсем 1500 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр туса лартнă.
Поселенире физкультурăпа спорт та вăй илнĕ, илемлĕ пултарулăх коллективĕ – районта чи лайăххисенчен пĕри.
Пĕр вырăнта тăрасшăн мар карапайшăмăршăсемпе çĕнтăрăнсем – малаллах ăнтăлаççĕ. Çакăншăн кашниех хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тума тăрăшать: халăх пĕрле сурсан çеç кÿлĕ пулать вĕт. Умра вара – çĕнĕ тĕллевсем.
Ял поселенийĕнче спорта юратакансем йышлине шута илсех пулĕ О.Мешков ялти шкула кире пуканĕсен 12 комплектне парнелерĕ.
Отчет хыççăн та пухăва килнисем саланма васкамарĕç. Шупашкартан килнĕ В.Кузнецова ертсе пыракан «Хурăнташ» пултарулăх ушкăнĕн концертне пăхса савăнчĕç.
Б.МИШКИН.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"