Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă каç

16 января 2013 г.

ЯНВАРĔН 13-мĕшĕнче, каçхине, кивĕ Çĕнĕ Çул умĕн, халăх йĕркине тĕпе хурса Карапай Шăмăршăри культурăпа кану центрĕнче "Асамлă каç" мероприяти иртрĕ. Çак каç ялти "Шăнкăрав" фольклор коллективĕнчи хĕрарăмсем тата ял çамрăкĕсем çавра сĕтелсем хушшине ларса ăшă калаçу пуçарчĕç. Фольклор коллективĕнчи аслă ÿсĕмри хĕрарăмсем çамрăксене çак каçри йăла-йĕрке çинчен (витене тухса сурăх урине тытни, икĕ алла тăсса карта решеткисене ытама илни, тĕрлĕ турилккесем çине тырă, кĕл, укçа хурса тата шыв ярса, вĕсем умне автана яни тата ытти те) питĕ интереслĕ каласа пачĕç. Ку йĕркесем пурте пулас мăшăр мĕнлерех çын пулассине пĕлтернĕ имĕш.

Малалла вара Хĕл мучи мероприятие пухăннисемпе ĕлĕкхи вăйăсем йĕркелерĕ, çĕнтерÿçĕсене призпа чысларĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле тутлă йăвапа, техĕмлĕ чейпе сăйланчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика