Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сăмах – чун ăшши, усал сăмах – чи йÿççи…

03 февраля 2014 г.

КУЛЬТУРА çулталăкĕ ... Мĕнпе палăрса юлăн-ши эсĕ пирĕн пурнăçăмăрта, мĕнле кăна ырă ĕçпе савăнтарăн-ши халăхăмăра?

«Культура» сăмах латынь чĕлхинчен чăвашла «ĕçлени, воспитани илни, пĕлÿ пани, аталану, хисеплени» тесе куçарăнать. Эппин, ĕçе юратакан, воспитани илнĕ, ăс-тăн енчен аталаннă, сăпайлă çын çеç культурăллă пулма пултарать.

Шел те, пиртен ытларахăшĕ культура сăмах пĕлтерĕшне юрă-ташăпа çеç çыхăнтарма хăнăхнă. «Ялта культура пурнăçĕ вĕресе çеç тăрать»,– вулатпăр хаçатсенче, радиопа та çапла хăпартланса каланине илтетпĕр. Ял çынни юрлани-ташлани аван-ха вăл, фольклор пуянлăхне алла илни те – мухтава тивĕçлĕ ĕç. Анчах ял культурине юрă-ташă çеç çĕклет тени – йăнăш шухăш. Клуб е библиотека умĕнче, урамра, çул аяккинче, çырма-çатра хĕрринче тĕрлĕ çÿп-çап, тасамарлăх йăваланса выртсан, ку ялта «культура пурнăçĕ вĕресе тăрать» теме пулать-ши; Паллах, çук! Çак ял çыннисем пирки те «культурăллă» тесе калама чĕлхе çаврăнмасть.

Чĕлхе çинчен сăмах хускалчĕ пулсан, культура шайĕнчен ытла та аякра тăрать вĕт-ха вăл пирĕн, усал сăмахпа, намăс пуплевсемпе тулса ларнă. Хăш-пĕр çын намăс сăмахсăр калаçма та пултараймасть. Нумай вĕренмен çын пулсан татахчĕ, пĕр е икĕ дипломлисем те, хăш-пĕр пуçлăхсем те намăс сăмах калама пĕрре те вăтанмаççĕ. Вунă-вун икĕ çул каялла çеç çапла марччĕ вĕт-ха, мĕншĕн çав таранччен пăсăлтăмăр-ши, тăванăмăрсем! Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсемпе хĕрсем те намăс сăмахпа перкелешеççĕ, хăйсене ытла та ăслă, «чăнкă» пек туяççĕ пулмалла. Урамра кăна-и, ĕç вырăнĕнче, канашлупа пухура та калаçу культури пăрахăçа тухма пуçлани вăрттăнлăх мар.

Çитĕнекен ăрăва культурăллă калаçма çемьере, ача садĕнче, шкулта вĕрентмелле тетпĕр. Анчах çак чăнлăха хамăрах пăсмастпăр-и, аслисем; Нумай çемьере ашшĕ-амăшĕ ачисем умĕнче намăс сăмахпа калаçать. Асăрхаттарсан, çиленме пăхаççĕ: "Намăс сăмахпа ятлаçни – воспитани ĕçĕнче чи витĕмлĕ меслет» тесе тÿрре тухма тăрăшаççĕ.

Хушамачĕсене асăнмăп та, анчах шкулсенчи хăш-пĕр учительсем те (!) вĕренекенсем умĕнче намăс сăмах калама вăтанмаççĕ. Паллах, кун пек вĕсен авторитечĕ ÿсмест, воспитани ĕçĕнчи сиен вара пĕчĕк мар.

Ял-йыш, тус-юлташ, тăван районăн хастар çыннисем! Атьăр-ха культура çулталăкĕнче тирпейлĕ те сăпайлă, ырă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ пулмахăнăхар. Çапла пулма пурте пултаратпăр вĕт-ха, мĕншĕн хамăра-хамăр хисеплеместпĕр;

Манăн район Пухăвĕн депутачĕсене 2014 çула Чечек пахчин çулталăкĕ тесе йышăну кăларма сĕнес шухăш пур. Кун пирки эпĕ темиçе çынпа та курса калаçрăм, пурте манпа килĕшнине пĕлтерчĕç. Ан тив, кашни ялта, чи малтан вара район центрĕнче вун-вун тĕрлĕ чечек ешертĕр, тавралăха илем кÿтĕр. Районăмăра килекенсем кунта чăннипех те культурăллă, хитрелĕхшĕн тăрăшакан çынсем пурăнаççĕ, тетчĕр. Паллă ăсчах тата чаплă пахчаçă И.В.Мичурин «Чечеке юратакан çын чун-чĕрипе пуян, кăмăлĕпе ырă, хăйне-хăй тыткаланипе пысăк культурăллă» тесе каланине асра тытар.

И.САЛАНДАЕВ, РФ Журналистсен пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика