Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă тивĕç

03 февраля 2014 г.

НУМАЯХ пулмасть Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕнче 2013 çулхи кĕрхи призывăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

– Çар комиссариачĕн заданийĕпе килĕшÿллĕн, иртнĕ призывра икĕ районтан пурĕ 90 çамрăка çар службине ямаллаччĕ, – каласа пачĕ пай начальникĕ, запасри майор П.Васюков. – Çав шутран Патăрьел районĕнчен – 65 призывника, Шăмăршă районĕнчен – 25 çынна. Призыв заданине пайра туллин пурнăçланă.

Пай начальникĕн кабинетĕнче Павел Георгиевича Шăмăршă районĕнче пĕлтĕр октябрь-декабрь уйăхĕсенче призыв мĕнлерех иртни пирки каласа пама ыйтрăм. Пирĕн районтан çар службине пурĕ 27 призывника ăсатнă иккен. Урăхларах каласан, района панă задание 108 процент пурнăçланă. Службăна кайнă çамрăксенчен 3-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ. 10-шĕ салтака водитель удостоверенийĕпе кайнă. Вĕсем çар техникин рулĕ умне ларса водитель тивĕçне чыслăн пурнăçласси пирки иккĕленÿ çук пай начальникĕн.

Уйрăммăн илсен, службăна илнĕ çамрăксенчен 9-шĕ–Шăмăршă, 5-шĕ–Пăчăрлă Пашьел, 5-шĕ–Пуянкасси, 3-шĕ–Кивĕ Чукал, 2-шĕ–Карапай Шăмăршă, 2-шĕ–Анат Чаткас, пĕри Палтиел ял тăрăхĕсенчен.

– Призыв районта пур енĕпе те кăлтăксемсĕр иртнĕ теме çук, – терĕ пай начальникĕ. – 17 çамрăк призыв мероприятийĕсене çÿреме кăмăл туман. Вĕсенчен 7-шĕ–Шăмăршă, 4-шĕ–Анат Чаткас, 2-шĕ–Васан, пĕри–Карапай Шăмăршă, пĕри–Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕсенчен. Вĕсем çурхи призыв тапхă рĕнче те «çак йĕрпех» пыма шутласан, призывниксем пирки çирĕп мерăсем йышăнма тивет. Пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, çар службине каяссинчен пăркаланакан икĕ çамрăка судпа айăплани, 40-шер пин тенкĕ штраф тÿлеттерни ыттисемшĕн те çирĕп урок вырăнне пултăрччĕ. Раççей Конституцийĕнче палăртнă салтак тивĕçне пурнăçлассинчен тарса çÿрекен тепĕр йĕкĕт пирки тивĕçлĕ хутсем хатĕрлесе следстви органне тăратнă. Çапах та призывниксенчен чылайăшĕ службăна кайма, унта пĕр çул пиçĕхсе тăван яла чăн-чăн арçын пулса таврăнма тăрăшни пире савăнтарать. Алла хĕç-пăшал тытса Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси сумлă тивĕç пулнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика