Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача çуратнăшăн хăçанччен пулăшу парĕç

30 января 2014 г.

 Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшу парасси йăлара ĕнтĕ. Иккĕмĕш ача çуралсан е усрава илсен РФ Амăшĕн капиталне, виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн вара çемье республикăри Амăшĕн капиталне тивĕçет.

Çакнашкал çемьесене çурт-йĕр çавăрма, хушма хуçалăха аталантарма е дача тума çĕр лаптăкĕпе те тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне иртнĕ çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен виççĕмĕш е ун хыççăн ача çуратакан (усрава илекен) çемьене хушма тÿлев лекет. Ăна уйăхсерен тÿлеççĕ, анчах та ку укçана çын пуçне тивекен тупăш çирĕ-плетнĕ виçерен иртмесен çеç параççĕ. Ăна ача виççĕ тултариччен илсе тăраççĕ.

Регионсенчи амăшĕн капиталĕн виçи те тĕрлĕрен. Акă, Сахалин облаçĕнче пурăнакансем 159-шар пин, Саратов, Вологда облаçĕсенче, Ханты-Манси автономи округĕнче – 100-шер пин. Пирĕн республикăра паракан амăшĕн капиталĕн виçи те çавăн чухлĕ.

2007 çулта Раççей Федерацийĕн амăшĕн капиталĕн виçи 250 пин тенкĕ пулнă, халĕ вара 430 пин тенкĕпе танлашать. Амăшĕн капиталĕн тÿлевне çулсеренех индексацилеççĕ. Паянхи кунччен çак пулăшупа çĕр-шыври 4 млн ытла çемье усă курнă. 2013 çулта кăна РФ Пенси фончĕ амăшĕн капиталне тÿлеме 200 млрд тенкĕ укçа тăкакланă.

Малашне нумай ачаллă çемьесене мĕн кĕтет-ши; Кăна никам та уççăн калама пултараймасть, мĕншĕн тесен унăн программи 2016 çулта вĕçленет. Хăшĕ-пĕрисем ăна 2025 çулччен тăсасшăн, теприсем укçа перекетлеме сĕнеççĕ. Çавна май амăшĕн капиталĕ вырăнне чухăн çемьери ачасене тÿлекен пособие ÿстерме сĕнеççĕ. Кун пек 100 млрд тенкĕ кирлĕ пулать. Амăшĕн капиталĕпе вара 300–330 млрд тенкĕ тăкакланĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика