Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăсене ирĕке ярсан…

28 января 2014 г.

Алăсене ирĕке ярсан…

Преступлени çулĕ çине тăракансен шучĕ районта çав-çавах чакмасть-ха. 2012 çулта вĕсем пурĕ 139 преступлени тунăччĕ, 2013 çулта вара – 150. Урăхларах каласан, преступлени тăвасси пĕлтĕр 7,9 процент чухлĕ ÿснĕ. Тÿнтерле ĕçсен 85,5 процентне тăрă шыв çине кăларнă, преступлени çулĕ çине тухнисем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

Уйрăммăн илсен, çын сывлăхне юриех пысăк сиен кÿ- ресси (2012 çулта – 1 факт, 2013 çулта – 3 факт), вăтам шайра суранласси (1-2), алăсене ирĕке ярасси (29-36), ют пурлăха вăрласси (32-33), ултавлă ĕç (1-14), экономика преступленийĕсем(16-25), коррупцилле ĕçсем (2-11) тăвасси, обществăлла вырăнсенче (10-14), çав шутра урамра (4-8) саккун йĕркисене пăсасси, малтан суд сакки çине ларнисем (66-67), ÿсĕр çынсем (20-41), ушкăнпа каварлашакансем (3-12) преступлени çулĕ çине тăрасси ÿснĕ.

Çав вăхăтрах хĕнесе асаплантарса пурăнасси (3-2), вĕлерессипе хăратасси (23-13), уççăн çаратасси (6-1), саккуна пăсса килте хĕç-пăшал упрасси (2-1), çул çитменнисем (7-2), ниçта та ĕçлеменнисем (97-79) саккуна пăсасси чакнă. Хваттер çаратасси (2-шер факт), автотранспорт хатĕрне хăваласа каясси (пĕрер факт) пĕр шайрах юлнă.

Иртнĕ çулхи декабрьти преступленисене илсен, кунта чи малтанах 2 çамрăк Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче ГАЗель автомашина салонĕнчен 20 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ япаласем вăрласа кайнине асăнмалла. Çухалнă япаласем пирки водитель ирхине полицие шăнкăравласа пĕлтернĕ. Пирĕн сотрудниксем вăрăсене 2 сехетренех тупса палăртнă. Çак факт тăрăх, РФ УКĕн 158 статйин 2-мĕш пайĕн «А» пункчĕпе килĕшÿллĕн, уголовлă ĕç пуçланă.

Çĕнĕ Тăрăнта упăшки хăйĕн арăмне вĕлерессипе хăратнă. Çак арçыннăн та суд сакки çине лармалла пулать.

Шăмăршăра икĕ йĕкĕт тепĕр çамрăка хĕненĕ. Алăсене ирĕке яма юраманни пирки çак каччăсем судра питĕ лайăх ăнланса илĕç-ха.

Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем районта йĕркеллех иртнине палăртмалла. Çав тапхăрта преступленисем пулман.

Саккунпа киллĕшÿллĕн пурăннине нимĕн те çитмест. Кун пек чухне ыйхă та лăпкă пулать. Çакăн пирки манас марччĕ.

С.Агеев, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика