Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни сăвă уншăн – пурнăç

20 января 2014 г.

«ЧУН–ЧĔРЕМ мĕн туйнине, мĕн ыйтнине эпĕ яланах сăвăсене куçарма юрататăп. Кашни сăвă ман чун витĕр тухнă. Ытахальтен çырман. Кашни сăвă вăл манăн пурнăç, кашни сăвă йĕрки – ман чун-чĕрери юрă», – тенĕ Л.Семенова нумаях пулмасть Шупашкарти «Аттил» издательствăра пичетленсе тухнă «Чун-чĕре кĕввисем» сăвăсен пуххин «Юрататăп...» ум сăмахĕнче. Ăна сăвăç хăйĕн юратнă мăшăрне халалланă.

Кунта çакна каласа хăварни те кирлех пулĕ. Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш Патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк хĕр шăпах пирĕн районта – мухтавлă Илпек Микулайĕпе В.Бараев, В.Яковлевăн тăван ялĕнче – Виçпÿрт Шăмăршăра хăйĕн пурнăçри телейне тупнă. Кунтах çемье çавăрма, ача-пăчаллă пулма пÿрнĕ ăна. 23 çул ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта ачасене вĕрентнĕ, 2010 çултанпа Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлет.

Людмила Алексеевнăшăн ĕçпе поэзи – уйрăлми йĕкĕрĕшсем. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ теме пулать, çавах сăввисенче лирика туртăмĕ пысăкраххи лайăх сисĕнет. Юратупа çамрăклăх, çемье, çут çанталăк темисем те ют мар çамрăк сăвăçшăн.

Л.Семенова хăйне «çамрăк сăвăç» тенĕшĕн кÿренместех пулĕ тетĕп – вăл поэзи çулне суйласа илни пайтах ĕнтĕ. Çакă савăнтарать: сăвăçăн нумай хайлавĕсем шăпах пирĕн хаçат урлă вулакансем патне çитнĕ, хăйсен шухăш тарăнлăхĕпе тыткăна илнĕ. Литература страницине хатĕрлекенсем унăн сăввисене тÿрлетсе якатнă тĕслĕхсене эпĕ ас тумастăп та темелле – ахалех лайăх, çыхăнуллă вĕт. Рифмисем мĕне тăраççĕ тата!

«Чун-чĕре кĕввисем» – Л.Семеновăн иккĕмĕш кĕнеки. Автор унта тĕрлĕ вăхăтра çырнă хайлавĕсене кĕртнĕ. Вĕсен тематики, паçăрах каларăмăр, тĕрлĕ енлĕ. Япалана пĕр калăппа виçеймен те, анчах сăвăç пултарулăхĕпе ăсталăхĕ сăвăран сăвва куçса пыни куç кĕретех: кашни хайлав хăйне майлă, хăйне евĕрлĕ. Чĕлхи те сĕтеклĕ авторăн, тавра курăмĕ анлă пулни мĕн калас тенине тарăннăн уçса пама май парать.

Çĕнĕ кĕнекен хăйне евĕр уйрăмлăхĕ те пур: сăвăсене вырăсла куçарса пичетленĕ. Çавăнпа чăваш сăвăçĕн пултарулăхне вырăс вулаканĕсем те тивĕçлĕ хак пама пултарĕç.

Хам та çыравçă ĕçĕнчен аякра мар пулнăран, Л.Семенован çĕнĕ кĕнекинчи кашни сăвăпах тĕплĕн паллашрăм. Чăннипех савăнас килет уншăн. «Чун-чĕре кĕввисем» сăвăçăн юлашки кĕнеки пулмасса пĕрре те иккĕленместĕп. Пыра-киле унăн пысăк калăплă поэмисемпе паллашас шанăç та пур. Çакнашкал талантлă, тĕрлĕ енлĕ поэт аталанса, вăй илсе пыни мана çеç мар, кашни çыннах савăнтарать.

Эпĕ кунта кĕнекери сăвăсене тишкерсе тухас темерĕм – вĕсене вулакансем хак паччĕр.

УЛА ТИМĔР,РФ Писательсен союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика