Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авари вырăнĕнчен тарнă…

20 января 2014 г.

2013 Çулта январь-декабрь уйăхĕсенче районта пурĕ 22 авари пулса иртнине, вĕсенче пĕр çын вилнине, 26 çын аманнине регистрациленĕ. 2012 çулта район территорийĕнче 21 аварире 5 çын пурнăçран уйрăлнине, 30 çын суранланнине шута илнĕччĕ.

Виçĕм çулхипе танлаштарсан, куратпăр ĕнтĕ, пĕлтĕр аварисенче çын вилесси сисĕмлех чакнă, аманнисем те сахалтарах. Анчах та ку – лăпланса лармалли сăлтав мар. Районта аварисен шучĕ çав-çавах чакманни питĕ пăшăрхантарать.

«Çуттине» ĕçнĕ хыççăн руль умне ларма юраманнине кашни водитель лайăх ăнланать. Анчах та хăш-пĕрисем çакна уяса тăмаççĕ çав. Ÿсĕрсем 2013 çулта 3 авари тунă, вĕсенче 4 çын тĕрлĕ шайри сурансем илнĕ, больницăра сипленнĕ (2012 çулта пĕр аварире пĕр çын аманнă пулнă.

Авари тунă хыççăн водительсем ГИБДД сотрудникĕсене чĕнсе илеççĕ, инкек курнă çынсене асăрхасан район больницин «васкавлă пулăшу» уйрăмне шăнкăравлаççĕ. Шел пулин те, водительсем хушшинче совĕçе çухатнă çынсем те тĕл пулаççĕ. Пĕлтĕр авари тунă хыççăн 3 водитель инкек вырăнĕнчен тарса кайнă. Салонра çынсем юн юхтарса выртни е вилни сивĕ чунлă çынсене нимĕн чухлĕ те пăшăрхантарман, вĕсем чи малтан хăйсен ячĕ вараланасран шикленнĕ. Çакнашкал аварисенче пĕр çын вилнĕ, 2 çын аманнă (2012 çулта кунашкал 2 аварире 2 çын суранланнине шута илнĕччĕ).

Авари вырăнĕнчен тарнă водительсене пурне те шыраса тупнă. Вĕсене 1,5–2 çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă, штрафланă. Кунсăр пуçне водительсем хăйсен ятне янă.

Тĕпрен илсен, аварисем федераллă автоçул çинче ытларах пулаççĕ (9). Республика пĕлтерĕшлĕ çул çинче пĕр авари, вырăнти çул çинче 6 авари, ялсенчи урамсенче 6 авари пулса иртнине шута илнĕ. Кусем – пĕлтĕрхи кăтартусем.

Çул-йĕр правилисене тĕрлĕ майпа пăснăшăн 2013 çулта ГИБДД сотрудникĕсем пурĕ 2169 протокол çырса хатĕрленĕ. Çак шутра 113-шĕ – водительсем алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнипе, 298–шĕ – транспорт хатĕрĕн салонĕнче хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 167-шĕ çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилине пăхăнманнипе çыхăннă. Çак фактсем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Кунсăр пуçне 51 çынна административлă штрафа вăхăтра бюджета хывманшăн (60 кун хушшинче), миравай судья йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, малтан палăртнă штраф суммине 200 процент чухлĕ пысăклатса тÿлеттернĕ. Çавăн пекех, штраф тÿлемелли йĕркене сĕмсĕррĕн пăснăшăн судья пĕр çынна административлă майпа арестлеме, пĕр çынна обязательнăй ĕçсене яма йышăннă.

Халĕ, хĕл кунĕсенче, çул-йĕрсем пăрлак тăраççĕ. Кĕтмен лару-тăру сиксе тухсан, тормоз педалĕ çине пуссан та, транспорт хатĕрĕн кустăрмисем темиçе теçетке метр малалла шуса каяççĕ. Çавна май çул çинче водительсене те, çуран çÿрекенсене те тимлĕхе ÿстерме сĕнетпĕр. Уйрăмах каçхи тапхăрта асăрхануллă пулмалла.

Г.ИВАНОВА, ГИБДД службин инспекторĕ, полици капитанĕ

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика