Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курмалăх ĕçĕмĕрсем пур

13 января 2014 г.

Ял халăхĕшĕн тунă кăçалхи чи курăмлă ĕçе çынсенчен сĕт пухассине йĕркелесе яни тенĕ пулăттăм. Халĕ ăна пĕр литрне 19 тенкĕпе сутма май пур. Тепĕр курăмлă пулăм – Карапай Шăмăршăра 600 метр çула вак чул сарса хытарни. Икĕ ялта та пушар, васкавлă пулăшу машинисем ирĕклĕн кĕреймен пĕр урам та юлмарĕ. Çулсене тасатса тăрасси çине те яланах пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр.

Ялти чи сăваплă вырăн – масар. Кĕркунне, акă, унăн картишне юсаса хăварма май килчĕ.

Кăçал икĕ тăлăхшăн та паллă çул пулса юлчĕ: вĕсем валли икĕ хваттерлĕ çурт тунă. Çавăн пекех, ятарлă программăпа килĕшÿллĕн, Ю.Поляков çамрăкăн çемйи патшалăхран тавăрса памалла мар субсиди илчĕ.

Ял тăрăхĕнче хресчен (фермер) юхăмĕ те вăй илсех, сарăлсах пырать. Усă курман, акăнман çĕрсем çукпа пĕрех. Пай çĕрĕсемшĕн фермерсем çынсене тырăпа, утă-улăмпа тивĕçтереççĕ. Пĕр сăмахпа, икĕ енĕ те кăмăллă. «А.К.Хлюкин» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче 100 ĕне усрамалăх витене реконструкцилеме пуçлани те шанăç кÿрет. Çĕнĕ Тăрăнти Ивановсем те ферма уçас кăмăллă. Килти хушма хуçалăхсене аталантарас тĕлĕшпе те пирĕн ял тăрăхĕ районта чи лайăххисенчен, кăтартуллисенчен пĕри.

Тепĕр саманта та манса хăварас килмест. Кăçал Шупашкарта ятарлă проект хÿтĕ-лерĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче тепĕр урам ÿссе лармалла, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр лартма 16 çĕр участокне тÿлевсĕрех уйăрса патăмăр.

Администраци çынсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах çамрăксемпе тачă çыхăну тытатпăр. Çакă физкультурăпа спорт вăй илсе аталанса пынинчен те лайăх курăнать. Тĕрлĕ шайри ăмăртусем тăтăшах иртеççĕ. Вĕсене йĕркелеме, инвентарь туянма спорта юратакансем укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ. Кăçал çак пулăшу вăтăр пин тенкĕ патнех пухăнчĕ.

Культурăпа кану центрĕн ĕçĕпе те çынсем яланах кăмăллă. Сăмах май, вăл тĕрлĕ тăкаксене уйрăм мероприятисем ирттерсе пухăннă укçапа саплаштарса пырать.

Мĕн калас килет-ха юлашкинчен; Ял тăрăхĕнче пурăнакансене хам ятран тата депутатсен пухăвĕ ятĕнчен Çĕнĕ çулпа, Раштавпа саламлас, телей сунас килет.

В.ДЕНИСОВ, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика