Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: çÿхе пăр!

27 ноября 2013 г.

Пăр çине хăçан кĕме юрать-ха; Кунта чи малтанах çакна шута илмелле. 10 сантиметр хулăнăш пăр кăна шанчăклă шутланать.

Шута илĕр: шыв юхакан, çăл куçсем тапакан вырăнсенче пăр шанчăксăр. Йывăç-тĕмсем, хăмăш ÿсекен таврашра та пăр пĕр пек çирĕпленсе çитеймест, çын йывăрăшне чăтаймасть. Енчен те сывлăш температури умлă-хыçлă темиçе кун 0 градусран пысăкрах тăрать пулсан, пăр çирĕплĕхĕ 25 процента çитиех чакма пултарать.

Пăр çирĕплĕхне куçпа пăхса та палăртма пулать. Енчен те вăл кăвакрах тĕслĕ – çирĕп, шурă – çирĕплĕх икĕ хут пĕчĕкрех, сарăрах тĕслĕ тĕксĕм пăр вара шанчăксăр, хăрушă шутланать.

Енчен те пăр çинче инкек сиксе тухрĕ пулсан мĕн тумалла-ха;

Чи малтанах çухалса каймалла мар. Шывра хăвăрт хусканусем ан тăвăр, пĕр тикĕс сывлама тăрăшăр. Аллăрсемпе пăр хĕрринчен тытма хăтланăр, асăрханса пăр çине шуса тухăр, хырăмпа çыран еннелле шăвăр. Ас тăвăр: чĕркуçленме е ура çине тăма пачах та юрамасть!

Çын путнине курсан, ăна çийĕнчех пулăшу пама тăрăшмалла. Пăр катăлнă çĕре утса мар, хырăмпа шуса çеç çывхармалла, путакана вăрăм патак тăсса памалла. Алă айĕнче вăл çук пулсан шарф, пиçиххи те юрăхлă. Çын çăлăнăç хатĕрне çирĕп тытрĕ-тĕк, ăна асăрханса пăр çине туртса кăлармалла.

Çакăн хыççăн шыва кĕрсе ÿкнĕ çынна çийĕ-нчех ăшă çĕре илсе çитермелле, йĕпе тум-тире типпипе улăштармалла, ÿте спирт е шурă эрех хутăшĕ- пе йĕпетнĕ татăкпа лайăх сăтăрмалла, вĕри чей ĕçтермелле. Эрех сĕнме ан та шухăшлăр – çакă инкек патне илсе çитерме пултарать.

А.Елисеев, район администрацийĕн социаллă программăсен секторĕн ертÿçи.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика