Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ технологисене – анлă çул

27 ноября 2013 г.

Тÿрех каламалла: учительница хăйĕн тивĕçне çулран-çул професси ăсталăхĕ- пе пурнăçласа пырать. Ирина Ивановна – пĕрремĕш квалификаци категорийĕллĕ учительница. Вăл уроксене яланах тивĕçлĕ методика шайĕнче, ачасемшĕн интереслĕ ирттерет. Унăн урокĕсенче яланах çирĕп дисциплина хуçаланать. Лайăх пĕлÿ панăшăн ăна вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ.

И.Солдатова хальхи педагогика технологийĕсемпе туллин усă курать, çĕнĕ литература та нумай вулать. Ялан малалла талпăнать пултаруллă учительница, ытти педагогсен ĕçĕнчи ырă енсене те хăйĕн валли илет.

Ирина Ивановна вĕрентекен классем патшалăхăн пĕрлехи экзаменне те (вун пĕрмĕшсем), патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине те (тăххăрмĕшсем) кашни çулах ăнăçлă парса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра учительница вырăс чĕлхипе тата литературипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тапхăрăн-тапхăрăн хатĕрленмелли программăпа ĕçлет.

И.Солдатован ĕçĕпе шкул дирекцийĕ те, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Сăмахран, манăн икĕ ачана та вырăс чĕлхипе тата литературипе Ирина Ивановна вĕрентрĕ. Ачасенчен асли, Денис, вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтерсе института вĕренме кĕчĕ, ăна ăнăçлă пĕтерчĕ. Ывăлăмăр салтак тивĕçне пурнăçласа киле таврăнчĕ. Кĕçĕнни, Олеся, кăçал аттестат илсен Шупашкарти кооператив институтĕнче пĕлÿ пухма пуçларĕ. Хамăр ачасене çирĕп пĕлÿ панинче, шкулти ытти учительсемпе пĕрлех, Ирина Ивановнăн тÿпи те пур.

С.СТОЛЯРОВА.

 

Карапай Шăмăршă ялĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика