Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр сăри уявне кăтартрĕç

20 ноября 2013 г.

Çак фестивале чăвашсен Кĕр сăри уявне халалланă. Ăна уй-хирти тырра пĕтĕмпех пуçтарса кĕртсен уявланă. Паллă уяв тĕлне çĕнĕ тырăран кăпăшка çăкăр, тутлă пăтă пĕçернĕ, ылтăн тĕслĕ хăмларан техĕмлĕ те кăпăклă сăра вĕретнĕ. Вĕсемпе вара кашнинех хăналанă. Кĕр сăри уявĕ – çĕр ĕçченĕн пархатарлă ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Ĕлĕк чăвашсем хăватлă алкоголь шĕвекĕсем ĕçмен, пур уявра та тенĕ пекех сĕтел çинче кăкшăмпа сăра ларнă.

Çак каç фольклор коллективĕ-сем анатри чăвашсен йăли- йĕркине илемлĕх мелĕсемпе туллин усă курса кăтартрĕç. Хитре юрăсемпе савăнăçлă сăвă-такмак тата илĕртÿллĕ ташăсем Кĕр сăри уявне анлăн сăнлама май пачĕç. Халăх пурнăçĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă инсценировкăсем те вырăнлă пулчĕç. Залра ларакансем хамăрăн асаттесемпе асаннесен, кукаçейсемпе кукамайсен уяв вăхăтĕнчи пурнăçĕпе кăсăклансах паллашрĕç, кашни коллективăн программи хыççăн чылайччен алă çупрĕç.

Пуянкасси ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕ çумĕнчи «Ахаяс» фольклор коллективĕ Кĕр сăри уявне пуринчен те ăнăçлăрах кăтартрĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Н.Федотова ертсе пыракан коллектив çавна май пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Васан ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕн фольклор коллективĕ – ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Г.Ларшников ертсе пырать – иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн культурăпа кану центрĕн «Пилеш» фольклор коллективĕ – виççĕмĕш вырăнта (илемлĕх ертÿçи Н.Иванов). Коллективсем Грамотăсене тивĕçрĕç.

Фестиваль программине Иринăпа Ольга Тимофеевасем ăнăçлă ертсе пычĕç.

Т.СЕРГУНОВА.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика