Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахăм – ĕçтешсем çинчен

09 октября 2013 г.

Хамăн ĕç тивĕçĕсене пула, кунран кун учительсен списокĕпе ĕçлеме тивет. Учительсен хушамачĕсене йĕркипе çырса пынă май, куç умне умлă хыçлăн сăнарсем тухса пыраççĕ. Сăмахăм – Карапай Шăмăршă ялĕнчи вăтам шкулта ĕçлекен учительсем çинчен

Список яланах пуçлăх ячĕпе пуçланать. Карапай шкулĕн коллективне тăнлă та сăпайлă директор çирĕп аллипе ертсе пырать. Юрий Федорович Ермолаев ĕçлеме пуçланăран вара шкул çурчĕ те, ун таврашĕ те самаях лайăх еннелле улшăнчĕ. Коллективри ĕçлĕ лару-тăру, килĕштерÿ, йывăр вăхăтра пĕр-пĕ-рне пулăшма пĕлни, кирлĕ вăхăтра тĕрĕс йышăну суйласа илни – çаксем мар-и вара директора илем кÿрекен енсем ;

Пуçлăхĕ мĕнле, унпа юнашар ĕçлекен çумĕ те çав майлă. Воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ – Татьяна Александровна Степанова. Чăннипех те калама пулать, пуçлăх хăйĕн çумне ĕçе илнĕ чухне пĕрре те йăнăшман, тĕлне лекнĕ. Татьяна Александровна хăйĕн ĕçне чăнахах та юратса тăвать, пур çĕре те ĕлкĕрме васкать, çав хушăрах ачасемпе пĕр сăмах тупать.

Малалла списокра вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем.

Валентина Ивановна Сельцова ки- лĕнчи таса та тирпейлĕ пÿлĕмĕсенче те кĕнеке, кĕнеке... Вырăс авторĕ-сем, ют çĕр-шыв писателĕсем, чăваш çыравçисем. Пурин çинчен те пĕлмелле, тĕпчемелле, çитес урока тĕплĕн хатĕ-рленмелле.

Ирина Ивановна Солдатова хăйĕн лăпкăлăхĕпе ачасене тыткăнлать. Учитель хытă калас тесен те нихăçан та сассине ÿстермест. Кирлине кăшкăрмасăр та ăнлантарма пулать.

Людмила Николаевна Сабаева миçе çул ĕнтĕ шкулти методика ушкăнне ертсе пыраканĕ. Çак ушкăнăн планне тăвасси, ĕçĕ-хĕ- лне пĕтĕмлетесси – çăмăл ĕç мар.

Чăваш чĕлхипе литература урокĕ-сене ертсе пыракан Галина Витальевна Кузьмина тăван чĕлхене юратакан учитель. Чĕлхе шăпи, унăн илемлĕхĕ пирки пĕр чарăнми калаçма хатĕр вăл. Чăваш çыравçисем, паллă çыннисем çинчен мĕнле ыйту парсан та Галина Витальевнăн хурав пур.

Акăлчан чĕлхине шкулта Елена Геральдовна Петькова вĕрентет. Ют чĕлхе чăваш чĕлхипе пĕр майлă, тет вăл. Ачасем ют чĕлхепе калаçма вĕренсе пыни, кăсăкланни чуна илĕртет. Çав хушăрах Елена Геральдовна профсоюз ертÿçи те. Вăл коллективра туслăх та тăнăçлăх хуçалантăр, пушă вăхăтра та чунсем канччĕр тесе тăрăшать.

Умра тепĕр хушамат – Раиса Дмитриевна Кузьмина. Чылай çул хушши Карапай шкулĕнче ĕçленĕ май Раиса Дмитриевна нумай-нумай çамрăка математика чĕлхине вĕрентнĕ. Вăл вĕрентнĕ Ирина Геннадьевна Яковлева хăйĕн учителĕн çулĕпе кайнă. Математика тата информатика урокĕсене ертсе пырать. Калама хĕн, хăш предметне ытларах кăмăллать учительница; Иккĕшне те чунтан вĕретме тăрăшать вăл.

Галина Григорьевна Измайлова биологипе хими вĕрентет. Хăй çак предметсене тĕплĕ пĕлнĕ май, вĕренекенсем умне пысăк тĕллев лартма тăрăшать: «Пĕлен пулсан малалла пĕлме тăрăш, пĕлместĕн пулсан – пĕлме тăрăш». Çирĕп ыйтать пулсан та ачасем учителе хисеплеççĕ, унăн предмечĕсемпе питĕ кăсăкланаççĕ.

Ирина Владимировна Столярова историпе обществознани предмечĕсене вĕрентет. Пăхатăп та çамрăк учитель çине, пуçра - тĕрлĕ шухăш. Мĕнле-ха çак черченке те çепĕç учительре çавăн чухлĕ вăй; Виçĕ ача амăшĕ, 11-мĕш класс ертÿçи. Унăн предметне çулран-çул ачасем экзамен пама суйласа илеççĕ. Уроксем хыççăн юлса ачасене хăйĕн предмечĕсен вăрттăнлăхне ăнлантарма та ÿркенмест вăл. Çакă мар-и суйласа илнĕ телей; Пурнăç тĕллевĕ;

Иван Петрович Сабаев... Мĕн калăн ун пирки; Район шайĕнчи çĕнтерÿсем, республикăра иртекен ăмăртусене хутшăннă вăхăтсем. Иван Петровичăн татах та пулĕç-ха çĕнтерÿ саманчĕсем.

Шкул пуçламăш классенчен пуçланать. Пĕчĕккисен хăйсен тĕнчи. Пĕрремĕш – тăваттăмĕш, татах пĕрремĕш... Шăпăрлансене пурнăç çулĕ çине тăма Алевтина Васильевна Ермолаева, Надежда Викторовна Купташкина, Валентина Владимировна Медведева, Светлана Михайловна Столярова учительсем пулăшаççĕ.

Надежда Алексеевна Медведева музыка вăрттăнлăхĕсене урокра кăна мар, ун тулашĕнче иртекен сехетсенче те ачасем патне çитерме тăрăшать. Пуян музыка тĕнчи. Кĕвĕсен тыткăнне кĕрсе ÿксен вăхăт виçине те çухататăн. Коридорта урокран тухма шăнкăрав янраса кайсан, ачасен сăнĕсем тĕксĕ-мленеççĕ. Шел, урок хăвăрт иртсе каять. Кунта пĕрлех Надежда Алексеевна баянпа ăста каланине, хитре юрланине те асăнса хăварас килет.

Библиотекăна пырса кĕрсен, ăшă кулăпа Роза Анатольевна Лукьянова кĕтсе илет. Кĕнеке тĕнчи! Нумай пулмасть кăна кунта ĕçлеме пуçланă пулсан та Роза Анатольевна ăста библиотекарь, тараватçын. Ачасене интернет тĕнчине тухма пулăшать, компьютера аван пĕлет.

Нина Ивановна Полякова – Карапай шăпчăкĕ. Пĕр хаваслă самант та унăн шăнкăрав пек сассисĕр иртмен. Пуçламăш классене вĕрентме те, юрлама та ăста вăл.

В.В.Столяров, Г.А.Деомидов, В.Г. Андреев вăхăтлăха шкулта ĕçлемеççĕ. Эпир пĕлсех тăратпăр – чунсемпе вĕсем коллективрах.

Хăй вăхăтĕнче Карапай шкулĕ кадетсен класĕпе кĕрлерĕ. Ку – Валерий Викторович Столяров тăрăшулăхне пула.

Геннадий Анатольевич ертсе пынипе йывăçран касса тунă япаласен тĕнчинчен уйрăлма йывăр. Мĕн чухлĕ ĕçе юратни, ăшăлăх, чун хăпартланăвĕ çук – ши вĕсенче;!

Физика урокĕсене юратса çÿретчĕç ачасем. Владимир Григорьевич хăйĕн предметне ăнлантарнă чух, физика çут çанталăка сăнаса паракан наука пулнине чунпа туятчĕç вĕренекенсем.

Çак ятсене асăнса хăвармасăр та май çук: Любовь Петровна Денисова, Мария Васильевна Уркова, Валентина Анатольевна Степанова, Анастасия Пантелеймоновна Трофимова, Василиса Прохоровна Ларионова, Валентина Васильевна Елисеева, Клавдия Андреевна Елисеева, Перасковья Николаевна Дмитриева, Вячеслав Михайлович Кузьмин, Лидия Васильевна Карпова, Серафима Федотовна Волкова, Валентина Николаевна Кисамеева, Александра Тимофеевна Волкова, Людмила Николаевна Симукова...

Пĕрле ĕçленĕ вăхăтсем! Карапай Шăмăршă шкулĕнчи учительсен коллективĕ çакăн пек çÿллĕ шайра ĕçленинче тивĕçлĕ канури педагогсен тÿпи пысăк. Учитель – ветерансем вĕрентсе пынине ăша хывса, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса ÿстересчĕ.

Учительсен кунĕ кăçал та, тепĕр çул та, малалла та – хура кĕркуннен çутă кунĕ пултăр.

Р.АНДРЕЕВА, шкул директорĕн вĕренÿ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика